Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Аваллăхсăр малашлăх çук

Аваллăхсăр малашлăх çук

Хальхи вăхăтра çĕнĕ технологи пуç пулса тăнă май çынсем те ун уттинчен юлас мар тенĕн, çĕнĕ шухăшлав, ăнтăлу вăй илет. Вăл çапла пулмалла та: паянхи пурнăç пуçарулăхпа çаврăнăçулăха хаклать, пултаруллисене çул уçать.

Çĕннипе юнашар вара — авалхи, анчах нихăçан кивелменскер. Чуна çывăхскер. Тăванскер. Музей пирки сăмахăм. Тем тесен те, этем, общество тата çут çанталăк аталанăвĕпе çул-йĕрне унашкал анлăн çутатакан вырăн çук-ха.

Округра совет саманинче сахал мар музей пулнă. 2007 çул тĕлне вара — 14. Пурте шкултисем. Хăй вăхăтĕнче уйрăмах Ефим Молоствовпа Радость Печкова (Аслă Елчĕк), Александр Дмитриевпа Геннадий Хрисанов (Лаш Таяпа), Яков Сазонов (Хăвăлçырма), Владимир Щербаков (Тăрмăш), Николай Московский (Патреккел), Лидия Николаева (Вăрăмхăва), Анатолий Солин (Тĕмер) вырăнти истори пуянлăхне пухас, упраса хăварас тĕлĕшпе пысăк ĕç тунă. Курнавăшри вăтам шкулти музее Петр Смирновпа Сергей Николаев, ытти вĕрентекенсемпе ачасем тăрăшнипе йĕркеленĕ. Материалсене хронологие пăхăнса, тĕплĕ вырнаçтарнă. Халăх ячĕллĕ управа чылай çул Алексей Смирнов заведующи тивĕçлипе йĕркелесе пырать. Хăш-пĕр музейсем пирки çакна калама хĕн. Е тусан ăшне путнă экспонатсем, е алăк çинчи çăра тахçанах тутăхса кайнă.

Хăш-пĕр шкулсем хăйсен «ĕмĕрне» вĕçленĕрен вĕсенчи музейсен шăпи те тĕрлĕрен килсе тухнă: е çурчĕпе пĕрле саланнă, е уйрăм çынсен аллине куçнă… Халĕ вĕренỹ учрежденийĕсенче 7 музей, 2 ĕçпе çар мухтавĕн кĕтесĕ шутланать. Унсăр пуçне культура тытăмĕнче — улттă.

Калас пулать, XXI ĕмĕрте округра аваллăха çутатакан икĕ управлăх уçнă: пĕрне, «Гений çулĕпе» ятлăскере, Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта, иккĕмĕш пирки — сăмах малалла.

«Мĕн вăл кăмака?» ыйту канăç паманран

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕ — Çветтуй Николай кунĕ. Вăл Аслă Пăла Тимеш ялĕн престол праçникĕ. Унти халăх кашни çулах çак паллă куна халалласа пĕр-пĕр пулăмпа паллă тăвассине йăлана кĕртнĕ. Пĕлтĕр вĕсем, акă, тахçанах манăçăннă чăваш вăййине тухнă.

Кăçалхи пархатарлă ĕç — ялти культура çуртĕнче историпе тăван тавралăх музейне уçни. Унăн йĕркелỹçи, халĕ ĕнтĕ заведующийĕ те, Анна Портнова вĕрентекен.

— Пилĕк çул каяллах вăтам класри пĕр ача «Мĕн вăл кăмака?», — тесе ыйтнă хыççăн питĕ нумай шутласа çỹрерĕм, — пуçару пирки пĕлтерет Анна Ильинична. — Пĕр тĕлĕнтерчĕ, пĕр пăшăрхантарчĕ çакă. Каласа ăнлантартăм-ха ăна. Çапах ку çителĕксĕр, кăтартни кирлĕ. Çакна музей урлă тусан аван терĕм. Ялта шкул çукран та кирлех ку.

Хастар хĕрарăм пирваях ун чухнехи ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Юрий Алексеевпа, унтан «Победа» ООО директорĕпе Николай Головинпа канашланă. Пĕр чĕлхе тупни ырă ĕçĕн малашлăхне уçнă çапла.

Музей валли культура çуртĕнче 48 тăваткал метрлă пушă пỹлĕм уйăрнă. Ку çапла-ха, анчах унччен йывăр атлетика секцийĕ ĕçленĕрен ăна тĕпрен юсамалла! Урайне, электричествăна улăштарма, стенапа маччана штукатурка тума, чỹречесене пластикран лартма тивнĕ. Икĕ çул хушшинче пỹлĕме йĕркене кĕртсе, ялсенче ĕлĕкхи япаласем пухса вырнаçтарма ĕлкĕрнĕ хастарсем. Шырав ĕçне Анна Ильинична хăй чылай çул малтан пуçланă-ха.

Кунашкал ĕçре пулăшусăр нимĕн те тăваймăн. Укçа-тенкĕ уйăрассинче, юсав ĕçĕсене пурнăçлассинче пĕр хушаматлă Алексей, Аркадий, Петр Портновсем, Юрий Цыганов, Сергей Емельянов, Геннадий Баранов, Алексей Смирнов чылай пулăшнă. Чи малтан тата нумай япала параканĕ — Владимир Зайцев. Пĕрремĕш экспоната, кăмакана, Владимир Петров ăсталанă.

Пуласлăхшăн кирлĕ ĕçре «Победа» ООО директорĕ Николай Головин та айккинче юлманни паллах. Вăл, тĕрлĕ енлĕ пулăшу панисĕр пуçне, юсав ĕçĕсемпе тăтăшах кăсăкланса тăнă. Активистсене Чăваш наци музейне те илсе кайса килнĕ — кирлине унта нумай илме пулать-çке. Управлăх пỹлĕмне уçнă чухне те вăл май пур таран пулăшма шантарчĕ.

Пысăк тỹпе хывнисене унта территори пайĕн Тав хучĕсемпе чысларĕç, «Пăла таппи» ушкăн юрă-кĕвĕпе ăшăлăх кỹчĕ.

Ачасене те, хăнасене те кăтартмалли пур музейра.

Алăка уçсанах «Аваллăхсăр малашлăх çук» тесе çырни куç тĕлне пулать. 300 яхăн экспонат хушшинче кил-тĕрĕшри хатĕр-хĕтĕрсĕр пуçне чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕпе, тĕрĕ-эреш тĕслĕхĕсемпе, шкул историйĕпе çыхăннă материалсемпе тата ыттипе те паллашма пулать.

Хальхи саманара ĕлĕкхи пурлăх управне йĕркелесси çав тери кăткăс ĕç. Нумай япала тахçанах çухалнă е кĕле çаврăннă, апла пулин те Аслă Пăла Тимешсем çакна тума пултарчĕç. Патриотла утăм ку.

А.Портнова ертсе пыракан ушкăн малашлăхра колхоз, шкул тата геройсен уйрăм кĕтесĕсене йĕркелесшĕн. Мĕнех, сумлă ĕçпе тăрăшакансене ăнăçу çеç сунас килет.

Тăлăх çурт

1972 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче СССР 50 çул тултарнине халалласа Елчĕкри культура çурчĕн пĕр пỹлĕмĕнче пысăках мар музей уçнă. Ăна пуçараканĕ — ВЛКСМ райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ Петр Сидоров. Вăл тата комсомол активисчĕсем ялсем тăрăх пуçтарнă материалсене. Экскурсовод тивĕçĕсене обществăлла майпа вырăнти культура ĕçченĕсем пурнăçланă. 80-мĕш çулсен вĕçĕнче музее маларах Патшалăх банкĕ вырнаçнă çурта (1909 çулта Я.П.Беляев тунă) куçарнă. 1990 çултанпа историпе тăван тавралăх музейĕ «халăх» ятлă.

Музей хуçисем тăтăшах улшăнса тăнипе арканасси патне те çитнĕ вăл. 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче унта Галина Адюкова заведующи, Валентина Вастулова лектор-экскурсовод ĕçлеме пуçласан çеç çĕнĕ сывлăш пырса кĕнĕ темелле. Каярахпа Валентина Григорьевна чылай çул хăй те питĕ ăнăçлă ертсе пынă управлăх çуртне.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code