Каварлашнă ушкăн ултавлă майпа банксен 9 миллион яхăн тенкине вăрланă. Суд умне тăххăрăн тăнă.
Следстви комитечĕн республикăри органĕсем пухнă материалсене суд вĕсем тĕлĕшпе приговор палăртмашкăн çителĕклĕ тесе хакланă. Следстви тата суд тĕпчесе палăртнă тăрăх, банксен укçине вăрлассине Çĕнĕ Шупашкар çынни,31 çултискер, хăйĕн пĕлĕшĕпе, 26-ри хĕрарăмпа, пĕрле 2021 çулхи раштавра йĕркеленĕ. Ансат мелпе усă курнă — дистанци мелĕпе ют çынсен ячĕпе суя документсемпе банксен кредит карточкисене илнĕ те… Асăннă хĕрарăм, мобильлĕ çыхăнăвăн пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен компанин суту-илỹ енĕпе ĕçлекен менеджерĕ, банка кредит ыйтса заявкăсем панă. Çак тĕллевпе ушкăнри ытти çын граждансен паспорт даннăйĕсене туяннă, вĕсемпе усă курса паспортсен суя копийĕсене хатĕрленĕ. Çапла майпа банк карточкисем илнĕ хыççăн шутсем çинчи укçана вăрланă.
Вĕсем кĕске вăхăтрах 90 кредит карточки илме ĕлкĕрнĕ, ултавлă майпа тăватă банкăн тата пĕр микрокредит организацийĕн 8,7 миллион тенкине вăрланă. Суд ушкăнăн чи «хастар» членĕсене 6-7,5 çуллăха ирĕксĕр хăварнă, вĕсем приговор вăхăтне çирĕп тата уйрăм режимлă колонисенче ирттерĕç. Пулăшуçисен — 2-5 çуллăх условнăй айăплав. Çавăн пекех шар курнисен гражданла тавăçĕсене те тивĕçтернĕ — ултавçăсен банксене кỹнĕ сиене туллин саплаштармалла.