Вторник, 18 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Конференцинче — вăрçă ачисем пирки

Конференцинче — вăрçă ачисем пирки

Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи 11-мĕш класран вĕренсе тухакан Татьяна Черновăпа Анна Шкапова Республикăри вĕрентỹ институтĕнче «Тăван çĕршыв паттăрсен ятне асра тытать» ятпа иртнĕ наукăпа практика конференцине хутшăннă. Унта вĕсем хăйсен çывăх тăванĕсем — Александр Черновпа Елизавета Михеева вăрçă ачисем пирки каласа кăтартнă.

«Вăрçă ачисем» акцие пурĕ 1500 ытла ача хутшăннă. Вĕренекенсен ĕçĕсем ятарлă кĕнекере пичетленĕç. Татьянăпа Аннăна тата вĕсен ертỹçисене Галина Черновăпа Зинаида Михеевăна малашне те çитĕнỹсем тума сунар.

Л.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code