Тайваньрен — ылтăнпа
Тăрăм ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Константинов Раççей спорт мастерĕ тăтăшах çĕнтерỹпе савăнтарать.
Пĕлтĕр вăл Кăркăсстанра иртнĕ çамрăксен Ази шайĕнчи ăмăртăвĕнче малти пулнă. Кăçал та ăннă кире пуканçăна. Тайванĕн тĕп хулинче — Тайбэйра 95 килограммран йывăртарах атлетсем хушшинче вăрăм цикл мелĕпе вăл икĕ 32 кг пукана 64 хутчен çĕкленĕ. Анатолий Константинов, Олег Федоров тата Борис Глинкин тренерсен мăнаçланмалăх пур хăйсен вĕренекенĕпе.
Чи пĕчĕккисем ГТОра
Елчĕкри «Чебурашка» ача садне çỹрекенсен пĕр ушкăнĕ ГТО хастарĕсен йышне тăнă.
14 шăпăрлан Татьяна Шакова воспитатель тата округри ГТО нормисен тесчĕн центр судйи Петр Смирнов ертсе пынипе çичĕ тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухнă. Ачасене уйрăмах пĕр вырăнта тăрса тăршшĕне сикесси, 6 минут хушши чупасси, теннис шарикне ывăтса тĕл лектересси килĕшнĕ.
Çавăн пекех «Шевле» ача садĕнчи ултă çултан иртнĕ ачасем те ГТОн пĕрремĕш сыпăкри нормативĕсене пурнăçланă.