Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > София та…

София та…

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен София Афанасьева час-часах пысăк ăмăртусенчи çитĕнỹсемпе савăнтарать.

Çу уйăхĕнче вăл ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе республикăри тупăшура çĕнтернĕччĕ. Хальтерех Шупашкарти «Амазония» этнокомплексра иртнĕ регионсем хушшинчи çăмăл атлетсен Çуллахи Кубокĕнчен те пушă алăпа килмен вăл. 2009-2010 çулсенче çуралнă спортсменкăсен йышĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ. Унта Чăваш Ен, Тутарстан, Мари Эл, Мордови, Саха (Якути) республикисен, Чулхула облаçĕн, Мускав хулин 225 представителĕ вăй виçнине шута илсен, конкуренци вăйлă пулни çинчен калать.

Аслă Елчĕксен тепĕр икĕ атлечĕ — Ульяна Обручковăпа Валерия Яковлева хăйсен ỹсĕмĕнче 5-мĕшпе 9-мĕш вырăнсене йышăнни те аван кăтарту.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code