Суббота, 6 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Портновсем — пĕрремĕш!

Портновсем — пĕрремĕш!

Елчĕкри Денис Владимировичпа Елена Николаевна Портновсен çемйи — округра физкультурăпа спортра чи ырă тĕслĕх кăтартакансем.

Вĕсем тата Давидпа Артур ывăлĕсем — тĕрлĕ спорт тĕсĕпе иртекен ăмăртусен çĕнтерỹçисем е призерĕсем. Республика кунĕнче тĕп хулари «Олимпийский» стадионта Чăваш Ен Пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ «Спорт çемйи» фестивальте те тепĕр хутчен çирĕплетнĕ çакна.

Çемьесем çăмăл атлетика эстафетинче, дартс вăййинче, хутăш эстафетăра, ГТО нормативĕсене пурнăçлассинче тупăшнă. Тăхăр çулхи Артур ушкăнĕнче Портновсем пĕтĕмĕшле кăтартупа 1-мĕш вырăна тухса хаклă парнене тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code