Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сывлăх сунатăп, эпĕ сирĕн çыруçă!

Сывлăх сунатăп, эпĕ сирĕн çыруçă!

Октябрĕн 15-мĕшĕнче старт илнĕ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ хĕрсе пынă вăхăт халĕ. Коронавирус чирĕ алхаснă тапхăрта çыруçă пулса ĕçлеме, пушшех, çăмăл мар. Сыхлăх мерисене çирĕп пăхăннипе пĕрлех яваплă ĕçри тивĕçе те тĕрĕс, туллин пурнăçлама ĕлкĕрмелле.

– Сывлăх сунатăп, эпĕ сирĕн çыруçă, – тесе кăмăлтан калаçать Надежда Мешкова кашни киле пырса кĕмессерен. Çак сăмахсене çыруçăн кун тăршшĕнче нумай хутчен калама тивет. Анчах Надежда çакăншăнах ÿпкелешĕ-и? Пуринпе те тараватлă, ăшпиллĕн пуплет вăл. Питне маскăпа хупланă пулин те вăл йăл кулнине, шанса панă яваплă ĕçе хавхалануллă кăмăл-туйăмпа хутшăннине çынсем унăн хаваслă куçĕсенчен туяççĕ. Район администрацийĕн централизациленĕ бухгалтерийĕнче вăй хуракан Надежда Александровна пĕр вăхăтрах çыруçă пулса ĕçлеме те ĕлкĕрет. Мелне те тупнă вăл: çынсене çырма хăйĕн тĕп ĕçне вĕçленĕ хыççăн тухать. Хăшĕ-пĕринчен, малтан калаçса татăлнă тăрăх, ĕç кунĕ пуçланичченех ыйтса пĕлет. Канмалли кунсенче вара сехет йĕппи çинчи вăхăта пăхмасăр икĕ хут вăйпа ĕçлеме тивет. Мĕншĕн тесен ĕç, чăннипех, тăкăс. Ноябрĕн 14-мĕшĕччен çыруçăн Аслă Елчĕк ялĕнчи Пушкин, Новая, Гагарин, Елчĕкри Мир, Николаев, Молодежная, Титов урамĕсенчи 313 хуçалăхри 500 ытла çынран ыйтса пĕлме ĕлкĕрмелле. Çемьери кашни çынна уйрăммăн çырмалла, пурĕ 33 ыйту çине хурав илмелле – вăхăт чылай иртет. Хăшĕ-пĕри çыруçă пынă вăхăтра килте пулмасса та пултарать, вĕсем патне тепĕр хут пыма тивет. Çăмăл машина çÿретме пĕлни вара ăна çак ĕçре пысăк çăмăллăх кÿрет. Мĕн чухлĕ вăхăт перекетленет!

…Куллен халăхпа тĕл пулма тивекен çыруçăсен сывлăхне тĕрĕслеççĕ-и? Коронавируспа чирлеменнине çирĕплетес тесе вĕсене кашни 5 кунра ПЦР-тест тăваççĕ. Унсăр пуçне, вĕсене пурне те çителĕклĕ таран маскăсемпе, перчеткесемпе тата антисептиксемпе тивĕçтернĕ.

Çырав вăхăчĕ тĕлне чирлесе ÿкнĕ çынсен тĕлĕшпе мĕнле пулмалла? Вĕсене телефонпа çыхăнса çыраççĕ е хăйсем тĕллĕн Госуслуги порталĕ урлă çырăнмалли информаци хучĕсемпе тивĕçтереççĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

 

Онлайн урлă

ШУХĂШ

А.ВАСИЛЬЕВА, Елчĕк район пуçлăхĕ:

– Раççейре 10 çулта пĕрре, хальхинче юпа уйăхĕн 15-мĕшĕччен пуçласа чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕччен иртекен халăх çыравĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Унăн тĕллевĕ, паллах, çĕршывра мĕн чухлĕ çын пурăннине пĕлессипе анчах çыхăнман. Çыравра пухакан информаци малашлăха палăртма, кăтартусем демографи аталанăвне тишкерме, социаллă программăсемпе проектсене хатĕрлеме те кирлĕ.

Нумай çын çыравра пĕрремĕш хут онлайн мелĕпе усă курать. Эпĕ те çакна хапăл турăм – ыйтусем çине Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă электронлă çырав хутне тултартăм. Вăхăт та нумай иртмерĕ. Хальхи эпидемиологи лару-тăрăвне шута илес пулсан та, çырав хутне онлайн мелпе усă курса тултарнинчен лайăххи çук. Хăрушă чир – коронавирус алхаснă вăхăтра асăрханулăх, сыхлăх пирки вара самантлăха та манма юрамастех.

Кăмăл пулсан, паллах, çыруçа киле пырасса та кĕтме пулать, е стационар участокне кайса çырăнма пулать.

И.ДАНИЛОВА, Елчĕк:

– Унчченех тивĕçлĕ канура, апла пулин те çĕнĕлĕхсене хапăл тăвакан çын эпĕ – çырава пĕрремĕш хут Патшалăх пулăшĕвĕсен порталĕ урлă хутшăнтăм. Кирек ăçта пулсан та хам чăваш пулса çуралнишĕн мăнаçланса калаçма хăнăхнăскер, электронлă çырав бланкĕнче те «чăваш» тесе палăртрăм. Çырав кăтартăвĕсенче те чăвашсен шучĕ, хăйсене «чăваш» тесе йышăнакансен хисепĕ тивĕçлĕ шайра пуласса шанса тăратăп.

Портал урлă çырăнни коронавирусран сыхланма та меллĕ – хăв кăна.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code