Воскресенье, 7 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тараватлă Тăвай

Тараватлă Тăвай

Республика кунĕ кăçал Шупашкарта тата Тăвай муниципалитет округĕнче иртнĕ.

Тăвайри стадионта ир-ирех «Ачасен Акатуйĕ» кĕрленĕ. Уява вĕренỹ учрежденийĕсен «Пултарулăх бульварĕ» арт-проект илем кỹнĕ. Малалла çитĕннисемпе ачасем пысăк вăйă картине тăнă. Ку йĕркелĕве пĕтĕмпе 300 çын ытла хатĕрленĕ: Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем, Тăвай округĕн пултарулăх коллективĕсемпе туслă çемйисем.

Кил хуçисен хăна çурчĕсем шăкăрин ларса тухнă та, питĕ илемлĕ, килĕшỹллĕ. Кашни территори пайĕн представителĕсем вĕсенче вырăнти культурăпа, йăла-йĕркепе паллаштарнă.

Тăвайсемшĕн Республика кунĕ тĕрлĕ объект уçнипе те паллă пулса юлать пулĕ. Округ центрĕнче «Культура» наци проекчĕ тата пуçаруллă бюджет программи пулăшнипе юсав хыççăн тавра пĕлỹ музейĕ уçăлнă. Çак тĕллевпе уйăрнă укçа-тенкĕ федераци бюджетĕнчен 15 миллион тенкĕпе, республика тата вырăнти хыснасенчен 309 пин тенкĕпе танлашать.

Кĕскен каласан, халăх музейĕ — культура, тавра пĕлỹ тата патриотизм пурнăçне сăнлакан центрсенчен пĕри. Кĕске хушăра Тăвайсем 117 пин тенкĕ пухма, музея хăтлăлатма пултарнă. Вăл 232 тăваткал метр йышăнать, унта 6 экспозици ĕçлет, 3 пине яхăн экспонат упранать.

Грант пулăшнипе Чутей ялĕнче çĕнĕ сыроварня уçăлнă. Предприяти çулталăкра 20 тонна таран продукци кăларас тĕллевлĕ. Проект авторĕ — Татьяна Юркина предприниматель. Вăл РФ Ял хуçалăх министерствин конкурсне хутшăнса 8 млн тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Пĕтĕмĕшле 11 млн тенкĕ ытла тăкакланă. Халĕ унта 10 ытла тĕрлĕ продукци кăлараççĕ.

Уяв программи анлă та пуян пулнăран, Тăвайсем регионсенчен тата округсенчен килнĕ пултарулăх коллективĕсем валли икĕ сцена хатĕрленĕ. Унта, Тỹскелĕнчи культурăпа кану центрĕ çумĕнчи «Шуçăм» тата «Тускил» ансамбльсем те хутшăннă май, халăха чăваш халăх юррисемпе паллаштарнă, вĕсене ташă çаврăмне те кăларнă. Çав вăхăтрах тепĕр коллектив — Кирилл Петров ертсе пыракан Елчĕкри çамрăксен «Тарават» ушкăнĕ Шупашкарта иртнĕ «Черчен чечексем» фестивалĕн «Фольклор пултарулăхĕ» номинацийĕнче I степень лауреат Дипломне çĕнсе илнĕ.

Спорта юратакансем хăйсен киленĕçне «Кĕрешỹ», самбо, бокс, волейбол, мини-футбол вăййисенче тупнă…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code