Среда, 3 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çарпа патриот вăййисенче

Çарпа патриот вăййисенче

Ачасен сывлăхне çирĕплетекен «Звездочка» лагерьте иртнĕ çарпа патриотла вăйăсен республикăри финалĕнче округ чысне Елчĕкри вăтам шкулăн çамрăк армеецĕсем хỹтĕленĕ.

«Зарница» ушкăнра вĕсем 7-мĕш вырăн йышăннă. Уйрăм ăмăртусенче (1000 метра тата 60 метра чупассипе, пĕр вырăнтан тăршшĕне сикессипе) призерсен йышне кĕнине те палăртмалла.

«Орленоксен» йышĕнче çĕнсе илнĕ позици — 10-мĕш. Уйрăм зачетсенчи кăтартусем çапларах: Руслан Никонов турник çинче туртăнассипе 1-мĕш, Семен Фомкин 60 метра чупассипе, Ксения Карсакова урайĕнчен тĕртĕнессипе, Александр Ишмуратов пăшалтан перессипе 3-мĕш вырăнсенче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code