Среда, 30 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малашлăха çирĕп шанаççĕ

Малашлăха çирĕп шанаççĕ

Çĕр ĕç культурисене туса илессинчи ĕçе çĕнĕлле йĕркелессине малти вырăна хуракан «Яманчурино» сахал яваплă обществăра юлашки çулсенче пурлăх никĕсне çирĕплетесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку енĕпе АПКна аталанма инвестицисем те нумай пулăшаççĕ.

OLYMPUS DIGITAL CAMERA

Пĕр çул тата нумай çул ỹсекен курăксен, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене туса илессипе ятарласа ĕçлекен хуçалăх статусне йышăннăранпа, пушшех, хăйсем çине тата пысăкрах яваплăх илеççĕ вĕсем. Тĕрĕссипе каласан, çакăн валли кунта малтанах хатĕрленнĕ. Йĕтем территорийĕнче иртнĕ çулсенчех тĕш тырă упрамалли 4 пысăк ангар туса лартнă. Ун хыççăн мобильлĕ сушилка туяннă. Ăçта кирлĕ çавăнта — вырăнтан вырăна куçарса çỹреме пулнăран, унпа усă курма питех те меллĕ. 2023 çулта 16 миллион тенкĕ тăракан тĕш тырă тасатакан комплекс хута янă, кăçал вара вăрлăха алласа тасатмалли çĕнĕ лини вырнаçтарнă.

OLYMPUS DIGITAL CAMERA

— Ку чухне, паллах, агропромышленность комплексне тĕллевлĕн аталантарассипе çыхăннă вăйра тăракан патшалăх программисене те хутшăнма тăрăшатпăр. Инвестици политики халĕ регион, муниципалитет шайĕнче те тĕп вырăна тухса тăрать. Çакă çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесе çамрăксене ялта ĕçлесе пурăнма илĕртмелли мел пулса тăрасса тата производствăна малалла аталантарма май парасса шансах тăратпăр, — терĕ Владимир Рахмуллин директор.

Ял хуçалăх предприятийĕнче çавăн пекех иртнĕ кĕркунне тĕрлĕ техникăна вырнаçтармалли (пурĕ 1,8 миллион тенкĕлĕх) аркăллă склад хăпартса лартнă. Шучĕпе илсен, çакăн йышши складсем халĕ хуçалăхра 2 шутланаççĕ. Унсăр пуçне, нумаях пулмасть кунта 80 тонна йывăрăшне виçекен автовиçе (пĕтĕм оборудованипе) хута янă. Ăна вырнаçтарма малтан ятарласа хупă вырăн туса лартнă. Çак ĕçсене пурнăçлама та 3 миллион тенкĕ усă курнă.

Сăн ỹкерчĕксенче: иртнĕ çул хута кайнă тĕш тырă тасатакан комплекс; мобильлĕ сушилка.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code