Хĕвел тухăç Германире Совет Çарĕсен ушкăнĕ (ГСВГ) тăнă çулсенче (1945-1994) пиншер чăваш каччи çак ушкăнра служба витĕр тухнă. Паянхи куна Елчĕк муниципалитет округĕнчи ветерансен пĕрлешĕвĕн списокĕнче 236 çын шутланса тăрать. Пĕр ỹстермесĕр, вĕсем пурте хисепе тивĕçлĕ, округ пурнăçĕнче кăна мар, республика шайĕнче те паллă йĕр хăварма пултарнă çынсем.
Округри хăш-пĕр çемьесем иккĕ, виççĕ е ытларах салтака Хĕвел тухăç Германине ăсатнă. Ашшĕсем, ывăлĕсем çак çĕршывра хĕсметре тăнă тĕслĕхсем сахал мар. Сăмахран, Элекçей Тимеш ялĕнчи Павловсен çемйинчен тĕрлĕ çулсенче çемье пуçĕпе Христофор Тимофеевичпа унăн виçĕ ывăлĕ — Петр, Анатолий, Николай (мăшăрĕ Галина), Ĕнелĕнчи Анисимовсен — Алексей Анисимович тата Валерипе Анатолий ывăлĕсем, Тỹскелĕнчи Петровсен — Николай Сергеевич тата Валерий, Владимир, Юрий ывăлĕсем, Çĕнĕ Пăвари Мироновсен Василий Петрович тата Георгипе Лев ывăлĕсем службăра тăнă. Çавăн пекех 3-шер пĕр тăван — Аслă Шăхалĕнчи Виктор, Николай тата Егор Смолинсем, Çĕнĕ Тỹскел ялĕнчи Геннадий, Николай, Анатолий Морозовсем салтак тивĕçне Германинче пурнăçланă.
Елчĕк округĕнчи ГСВГ ветеранĕсем хушшинче пархатарлă ĕçпе палăрнă çынсем йышлă. Елчĕк округĕн ертỹçи Леонард Левый, Леонид Григорьев уйрăм пайтаçă, «АСК-Яльчики» хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ Юрий Галкин, Елчĕкри тĕп больницăра эндоскопист тухтăрта тăрăшакан Владимир Катайкин, «Чувашъенкрахмал» ООО ертỹçи Александр Кудряшов, философи наукисен кандидачĕ, Курнавăшри ГСВГ ветеранĕсене халалласа кăларнă кĕнеке авторĕ Петр Кузнецов, Ленин ячĕллĕ хуçалăх ертỹçи Валерий Падуев, округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Владимир Николаев, Владимир Судаков çыравçă тата поэт… — списока тата та тăсма пулать.
Елчĕк округĕнче Совет Çарĕн Германири ушкăнĕнче службăра тăнă ветерансен пĕрлешĕвне 2014 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнче туса хунă. Ĕçе йĕркелесе пырассинче Анатолий Анисимов, Николай Павлов, Юрий Васильев, Валерий Петров пысăк хастарлăхпа палăрнă. Пĕрлешĕве чылай çул Николай Христофорович Павлов ăнăçлă ертсе пырать, А.Анисимовпа В.Петров — ертỹçĕн шанчăклă пулăшуçисем.
«…»
Владислав САЗОНОВ -ПИНЕР,
Раççей Федерацийĕн журналистсен пĕрлешĕвĕн членĕ.