Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçрен хăраман ăста пулнă

Ĕçрен хăраман ăста пулнă

2023 çулта Елчĕк муниципалитет округĕнчи хăй тĕллĕн ĕçлекен фермерсем патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе пурĕ 6 328 660 тенкĕлĕх усă курнă.

Пĕр вăхăтрах темиçе субсиди илме те май пур, анчах республика шайĕнчи пулăшу çулталăкра пĕр çын пуçне 500 пин тенкĕрен ытла мар.

Конкурса хутшăннă Турхан ялĕнчи Валерий Александрович Прохоров фермер патшалăхран уйăракан 500 пин тенкĕ чухлĕ субсидие тивĕçнĕ. Ку укçа-тенкĕпе усă курса вăл сăвăнакан ĕне, ял хуçалăх техники туяннă, 50 пин тенкипе ĕне выльăха усранă чухне пулакан тăкаксене саплаштарнă.

Унсăр пуçне, Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ кăçалхи Акатуй умĕн халăх хуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕçлĕ ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ май Валерий Прохоровăн хушма хуçалăхне «Округри чи лайăх хушма хуçалăх» ята парса чыс тунă.

— Куç тĕлне туса хисеплени, паллах, хавхалану кỹрет, малашлăха курса тăрăшса вăй хума хистет, — тет вăл.

Халĕ пуçĕпех хăйсен хушма хуçалăхне аталантарас ĕçе пикеннĕ Валерий Прохоров хăй вăхăтĕнче «Урожай» колхозра слесарьте ĕçленĕ. Ытти пур ĕç çумне те алли çыпăçать унăн: кирек епле техникăна «чун» кĕртме, «итлеттерме» пĕлет, малтанхи вăхăтра кăмака-каланкка çавăрттарма та ун патне çынсем черет тăни çинчен темиçе хутчен те илтме тỹр килнĕ.

Прохоровсем нумай çултанпа йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Пĕр харăс 10 ĕне сăваççĕ, унсăр пуçне, пĕчĕк пăрусемпе вăкăрсем, ĕне пулма хатĕрленĕ пушмак пăрусем те темиçе. Хальхи вăхăтра выльăхсене ял çывăхĕнчи лаптăксенчи ура айĕнчи йỹнĕ симĕс апатпа тăрантарнă вăхăтра вĕсене пăхасси ансатрах пек туйăнать. Анчах çакăн чухлĕ ĕне выльăха хĕл кунĕсенче алăран парса тăрантарма мĕн чухлĕ вăй кайнине вĕсем хăйсем анчах пĕлеççĕ. Прохоровсен çемйи (Светлана мăшăрĕпе Александр тата Сергей ывăлĕсем) хальхи вăхăтра шăпах çĕрне-кунне пĕлмесĕр выльăх апачĕ хатĕрлессипе тимлет. Хăйсен харпăрлăхĕнчи тата арендăна илнĕ çĕр лаптăкĕсенче акса хăварнă курăкран утă хатĕрлеççĕ.

Ĕçрен хăраманскерсем, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине анчах мар, ỹсен-тăран культурисене: тыр-пул, çĕр улми, пахча çимĕçпе вĕсен вăрлăхĕсене туса илессипе те тимлеççĕ. Çакăн чухлĕ ĕçе пурнăçлама мĕн чухлĕ техника кирлĕ тата! Вĕсем те пурте хăйсен: сеялка-сажалкăран пуçласа комбайн, вăрлăх аллакан ял хуçалăх машинисем таранах…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code