Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Елчĕк ене» уйрăмах кăмăллаççĕ

«Елчĕк ене» уйрăмах кăмăллаççĕ

— Пирĕн коллектив питĕ туслă. Почтальонсем харсăр, пысăк опытлă, — тет Лаш Таяпари почта çыхăну уйрăмĕн ертỹçи Алина Абдулкина. — Виççĕшĕ те тăрăшса вăй хураççĕ.

Лаш Таяпа, Пикшик, Çĕнĕ Эйпеç ялĕсене хаçат-журналпа тивĕçтереççĕ Ольга Иванова, Зинаида Арефьева, Светлана Канжелева почтальонкăсем. Ĕç стажĕ 10 çул ытла вĕсен.

— Цифра ĕмĕрĕнче интернет уçлăхĕ анлăн сарăлнă тапхăрта та ял çынни хаçат-журналтан уйрăлманни савăнтарать. Вулама юратать кунти халăх. Кашниех хăйне килĕшекен «чун апатне» çырăнать. Округ хаçатне «Елчĕк ене» уйрăмах кăмăллаççĕ, вăл халăх хушшинчи ырă çыхăнăва, тăванла ăшă хутшăнусене упраса пыма пулăшнине палăртаççĕ, — пĕлтереççĕ почтальонсем.

Почтальонсем ял çинче хисеплĕ. Мĕншĕн хисеплеççĕ вĕсене? Мĕншĕн тесен вĕсем халăха çывăх, унпа пĕрлĕхре, ăна мĕн пур енĕпе пулăшма тăрăшаççĕ.

Чăн та, почта çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ паян. Вăл периодика кăларăмĕсене çырăнтарнипе пĕрле электроэнергишĕн, çут çанталăк газĕшĕн пухăнакан тỹлевсене, посылка-бандерольсене йышăнать, куллен кирлĕ тавар та илсе çитерет вулакан патне. Пенси укçине уйăхсерен валеçесси те — пысăк яваплăх.

Кирек хăш çанталăка пăхмасăр сахал мар çухрăм парăнтарса килсене хаçат илсе çитерекен мĕн пур почтальона, хаçатçăсемпе вулакан хушшинчи туслă çыхăнăва тытса пыма пулăшакан почта çыхăну уйрăмĕн ытти сотрудникĕсене редакци ĕçченĕсенчен пысăк тав.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code