Юлашки çулсенче модăран юлман хĕр-хĕрарăмсем уйрăмах шопер сумкăсемпе ытларах усă курнине асăрхама пулать.
Ытлашши япаласем — тĕрлĕрен тỹме, тимĕр е вăчăра çакса илемлетменрен, вĕсемпе куллен лавккана тухса кĕме меллĕ. Шопер сумкăна апат-çимĕçпе тата ытти тавара тултарма, йăтма çăмăл. Спортзала çỹренĕ чухне усă курма та аван. Елчĕкри тĕп библиотекăра шăпах Диана Васильева ертсе пынипе «Шопер сумкăсене декорацилесси» мастер-класс иртнĕ.
Мастер-класа хутшăннă Виктория чи малтанах пусма сумка çине алăпа çырса ỹкерчĕк тунă, ун хыççăн ăна сăрланă. Вăл питĕ илемлĕ, пурне те килĕшмелле пулса тухнă. Хĕр ача Диана Васильева пулăшнипе ăсталанă шопер сумкăна хăй те килĕштернĕ.