Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мĕн кĕтет-ши малта?

Мĕн кĕтет-ши малта?

Ял хушшине кĕтĕм те,
Ял-йышăма шырарăм.
Сас паракан пулмарĕ, —
Çав териех хурлантăм…

(Виталий Адюков репертуарĕнчи юрă).

Кун иртет те çул юлать, çул иртет те ĕмĕр катăлать. XXI ĕмĕре те шалах кĕрсе кайрăмăр ав — чĕрĕк пайĕ те умрах. Вăхăт сиккипе шав малалла чупнă майăн иртни хăй патне ытларах та ытларах туртать. Аса илỹ çаврăмĕ хăй тĕллĕн черетленсех каять вара…

Ача-пăча сассипе янăраса тăракан урамсемччĕ 40-50 çул каялла. Лара-тăра пĕлменскерсем выляма та, ĕçлеме те вăхăт тупнă-ха. Выльăх-чĕрлĕхпе, хур-кăвакалпа тулнă кил картисемччĕ. Каç енне аслă урам сарлакăшĕпех (асфальт çул пулман) кĕтỹ талпăнатчĕ. Çавна май тусан, юлхавлăн тỹпене çĕкленсе, хĕвел çутинче илемлĕ те курăнатчĕ. Ĕнисем çурт тĕлне пĕлнĕ-ха, сурăхĕсем вара ачасене тăтăшах ял тăрăх чуптарнă. Сăвăм хыççăн каллех ял хĕррине çул тытнă курăк çитерме. Пĕчĕк кĕтỹçĕсем çав хушăра тĕрлĕ вăйăсен ытамне путнă унта. Ватăсем те пулнă тăк юмах-халапне юптарнă, пурнăçри кăсăк самантсене аса илнĕ. Романтика — хăйне кура!

Килсерен тенĕ пек ĕне усранă ун чухне. Ара, кашни çемьере пилĕк ачаран кая мар пулнă та — тăрантмалла. Ытти выльăх, кайăк-кĕшĕк пирки каламăпăр та. Хур кĕтĕвĕсем те тухатчĕç те. Тепĕр тесен, ачасем пулмасан выльăхне те ытлашши усраймăн.

Ултă-çичĕ кил пĕрле икшер лашапа çĕр улми лартатчĕç. Çынни те, лаши те йышлăччĕ. Янаварсене тимлĕх уйăрма пăрахнă май вĕсен шучĕ чаксах кайрĕ. Тинех ялсенче хăш-пĕр кил-хуçалăхра кăна курăнкалаççĕ вĕсем. Çулсем иртнĕçемĕн рысаксене курсан çеç аса илĕпĕр-ха лашасем пулнине. Вĕсен «ĕçĕ» «тимĕр утсем» çине куçрĕ. Ытларах — мотоблоксене.

Çĕр улми туса илесси çăмăл мар. Тăкакĕ те пысăк. Хăш-пĕр çемьесем, ĕне тытнăран, çур пахчине нумай çул ỹсекен курăкпа тултарчĕç. Халĕ ĕнтĕ çав ĕне усрама пăрахнисен те, пачах усраманнисен те клевер пусси ытларах хуçаланать. Унпа мĕн тумалла?

Елчĕк ялĕнче пурăнакан пĕлĕше тĕл пулсан сăмах çине сăмах пулчĕ пирĕн. Вăл каланă тăрăх, «Ман курăка çулса кай-ха», — тесе аптăратакансем нумайланнă иккен. Тỹлевсĕрех ĕнтĕ. «Пурин кăмăлне те тивĕçтерме çуках. Хăшĕ-пĕрин пахчи хыт хурана çаврăннă та».

Вăрçă çулĕсенче тĕп апат çăл куçĕ пулнă выльăх шучĕ те хăвăрт чакса кайрĕ. Елчĕкре, калăпăр, 15 ĕне те çук. Пĕр сăлтавне сĕтĕн сутлăх хакĕ пĕчĕк пулнипе çыхăнтарма пулать. «Ачасем çук, кам валли усрас?» — текенсем те пур.

Çĕр улми лартмасан, выльăх-чĕрлĕх тытмасан ачасен мĕн тумалла? Вĕсен ахаль те нумай ĕç патне алли пымасть те. Малашне, акă, çитĕнекен ăру «иккĕмĕш çăкăра» мĕнле туса илнине пĕлменнинчен те тĕлĕнмелле пулмĕ. Ачасен тĕп йăпанчăкĕ — кнопкăллă хатĕрсем ăçта илсе çитерĕç?

Вырма ĕçĕсене пуçăниччен ялсенче, шăматкунпа вырсарникун, çурт е хуралтă купаланă. Тĕпрен илсен çуллахи канмалли кунсем стройкĕсенче иртнĕ темелле ял çыннин. Халĕ — шăп. Пуртă-мăлатук сасси сайраран çеç илтĕнет. Шăплăх сĕмĕнче ниме паллисем те çухалчĕç. Çав шăкăрин çĕкленсе ларнă чылай капмар çуртра ача-пăча сасси янрамасть паян, икĕ хутлă хуралтăсенче выльăх-чĕрлĕх мар, чăх-чĕп тытаççĕ-ши?

Атте-аннесем, тăванлăха мала хурса, пĕр-пĕрин патне хăнана çỹренине çитĕннисем астăваççех. Мăнкун ĕречĕ пĕр эрнене пыратчĕ. Каçсерен пĕрисем патне, тепĕр кунĕнче иккĕмĕш киле пуçтарăннă вĕсем. Кучченеç вырăнне килте хатĕрленĕ ĕçме-çимине илнĕ. Ĕçрен вара нихăçан та юлман, ялан халăхпа пĕрле.

Тăванлăх вăйне кăтартакан ырă йăла тахçанах манăçăнчĕ. Ун вырăнне куштан ĕçки вăй илсе пырать. Юлашки вăхăтра çуралнă кун — 25, 30 çул тултарни «юбилее» çаврăнчĕ. 80-90 çулхисен вара халь супер юбилей темелле мар-и?

«Çамрăксем мĕншĕн яла юлмаççĕ?» — текен ыйту колхозсенчи комсомол организацийĕсен пухăвĕсенче тăтăшах çĕкленетчĕ. Яшсемпе хĕр упраçĕ ун чухне сахалах та пулман-ха. Вĕсем урăх вырăна куçасси çĕршывра алла паспорт пама пуçласанах тытăннă.

Каччăсемпе хĕрсем яла юлччăр тесен «ача сачĕсем тумалла», «асфальт çулсем сармалла», тетчĕç. Вăл та, ку та пурнăçа кĕчĕ. Шкулчченхи учрежденисем хальхи кашни территори пайĕнче пулнă. Каярахпа хупăнчĕç вĕсем. Паян палăк вырăнĕнче лараççĕ е пăсса салатнă. Çулсем пирки мĕн калăн? Атă тăхăнса утас çук паян ялсенче те.

Ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе машинăпа трактор паркĕсенче, выльăх-чĕрлĕх фермисенче профилакторисем, буфетсем, çăвăнса тасалмалли пỹлĕмсем… уçрĕç. Кусем те уйрăм хуçалăхсен истори страницине çырăнса юлнă ĕнтĕ. Çакнашкал «революциллĕ» улшăнусем те çамрăксем яла юлманнин, кадрсен ыйтăвĕсен çивĕчлĕхне татса параймарĕ. Паян пушшех…

Сăмах кĕскен тем çинчен те пулчĕ. Пурнăç пуç хĕрлĕ çаврăнчĕ тейĕн, чăн та. Çакна хăçан та пулин кĕтнĕ-и эпир? Малта тата мĕн унта?

…Каç чаршавне карчĕ те,
Вăйă тĕлне шырарăм.
Сас паракан пулмарĕ, —
Çав териех хурлантăм…

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code