Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă чунлă, ăшă кăмăллă

Ырă чунлă, ăшă кăмăллă

Кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуян çынсем пурнăçа çутă варкăш кĕртеççĕ. Ырăлăх, сăпайлăх, тараватлăх, илемлĕх тапса тăрать вĕсенче.

Елчĕкре пурăнакан Тамара Васильева (Ильина) ĕмĕрне сиплев ĕçĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Пуçласа 1965 çулта Елчĕк больницине шăл тухтăрĕ пулса ĕçлеме вырнаçнă вăл.

Каярах, Аслă Пăла Тимеш ялĕнче 50 вырăнлă участок больницине туса лартсан, тухтăра асăннă больницăн заведующийĕ пулма шаннă. Ку больницăра Тамара Филимоновна пурĕ 35 çул шăл тухтăрĕнче тăрăшнă.

Хăйĕн ĕçне чун-чĕререн юратса пурнăçланă Тамара аппа. Шăл ыратнипе аптăраса пулăшу ыйтма килнĕ çынсене ĕç вăхăчĕ иртсен те йышăнма ỹркенмен вăл: больницăпа юнашарах пурăннăскер çĕрле е кану кунĕсенче, отпуск тапхăрĕнче те ĕç вырăнне васканă. Ахальтен мар ĕнтĕ ун патне таврари ялсенче пурăнакан вун-вун çын шăл кăларттарма, сиплеме çỹренĕ. Кашни çыннах ырă кăмăлпа кĕтсе илсе ăсатса янă, ырă канаш-сĕнỹпе хавхалантарнă Тамара аппа.

Район хаçачĕпе те туслă çыхăну тытнă вăл, унăн страницисем çинче шăлсене упрас енĕпе чылай çул хушшинче сахал мар сĕнỹ-канаш пичетленĕ. Обществăлла ĕçре те хастар пулнă Тамара Филимоновна: профсоюз комитечĕн секретарĕн, председателĕн, «Победа» хуçалăхăн 5-мĕш комплекслă бригадăри хĕрарăмсен канашĕн ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçланă. Пĕрре анчах мар социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерỹçи пулнă.

Награда сахал мар ĕмĕрне шăл тухтăрĕнче ĕçлесе ирттернĕ ĕç ветеранĕн. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн Нина Суслонован Хисеп Грамоти вара уншăн — чи хакли.

— Профессие кăмăлласа суйларăм, ĕçĕмре юратса ĕçлерĕм. Пурĕ 7 тĕп тухтăрпа ĕçлеме пỹрчĕ мана шăпа. Пĕрле ĕçленисем, хам сипленĕ çынсем урамра тĕл пулса ăшшăн калаçни, иртнине ырăпа аса илни кăмăла çĕклет, — тет вăл.

Ирина ПЕТРОВА,
И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университечĕн
студенчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code