Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăххăрмĕш классем валли

Тăххăрмĕш классем валли

Кирек мĕнле ют чĕлхене те çур çулта вĕренме пулать, тăван чĕлхене вара пурнăç тăршшĕпех вĕренмелле тесе каланă французсене çутта кăлараканĕ Вольтер. Чăваш чĕлхи илемлĕ те çемçе, унăн пуянлăхне, хăйне евĕрлĕхне вĕренекенсем пуçламăш классенчех ăша хываççĕ, çулсерен пĕлĕве тарăнлатса пыраççĕ.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче 9-мĕш класра вĕренекенсем валли «Чăваш чĕлхи» çĕнĕ вĕренÿ кĕнеки пичетленчĕ. Ăна тăван /чăваш/ чĕлхине вĕрентекен шкулсенче усă курма сĕннĕ. Кăларăм авторĕсем – Ю.М. Виноградов, А.С. Егорова, Л.Г. Петрова. Кĕнекере пĕтĕмпе тăватă пысăк тема: «Сыпăнуллă хутлă предложени», «Пăхăнуллă хутлă предложени», «Кăткăс тытăмлă хутлă предложенисем» тата «Текст». Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе тăххăрмĕш класра вĕренекенсем хутлă предложенисен тĕсĕсене уйăрма, вĕсенче чарăну паллисене тĕрĕс лартма хăнăхĕç.

«Текст» пайра публицистика жанрĕсене тимлĕх уйăрнă: мĕн вăл заметка, репортаж, очерк, хаклав, интервью? Пĕлĕве çирĕплетме кашни параграф хыççăн хăнăхтарусем пурнăçламалла. Вĕсем тĕрлĕрен: «Шухăшлатпăр, ăслатпăр, ĕнентеретпĕр», «Мăшăрпа тумалли ĕç», «Ушкăнпа тумалли ĕç», «Интернетпа усă курса тумалли ĕç» тата ытти те. Кашнине ятарлă паллăпа кăтартнă.

Унсăр пуçне пособие хушма материал та пуянлатать. Чĕлхене, пуплеве аталантарма хăвăрт каларăшсем пур, «Пĕлетĕр-и эсир?» тата «Чĕлхе пĕлĕвĕ» ятарлă пайсем чăвашла тĕрĕс çырма-калаçма вĕрентеççĕ, час-час тăвакан йăнăшсенчен сыхланма асăрхаттараççĕ. Сăмахран: «Ĕçе, хăнăхтарăва тăваççĕ, ĕмĕте, шухăша, хатĕр планпа проекта пурнăçлаççĕ»; «Савăнăçпа хуйха пайламаççĕ – пĕрле савăнаççĕ, хуйхăраççĕ» тата ытти те.

Вĕренÿ кĕнекине ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви шкулсенче усă курма сĕннĕ.

Ольга ФЕДОРОВА,
Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code