Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни самант ăнăçупа тултăр

Кашни самант ăнăçупа тултăр

Елчĕкри почтамтра тата унăн çыхăну уйрăмĕсенче ĕçлекенсем çĕнĕ технологи уçлăхĕнче те халăх патне «чĕрĕ» информацие вăхăтра çитерес тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшаççĕ.

Округри почтамт Патăрьелти, Шăмăршăри, Комсомольскинчи тата Елчĕкри 52 çыхăну уйрăмне пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенчи 156 почтальон сортировщиксен алли витĕр тухакан 318 тĕрлĕ хаçат-журнала сарать халăх хушшине.

Хамăрăн округпа илсен, кунти 14 почта çыхăну уйрăмĕнче çавăн чухлех пуçлăх, 2 çыхăну операторĕ, 43 почтальон вăй хураççĕ. Вĕсен кулленхи ĕçĕ хаçат-журнал çырăнтарса салатассипе, пенси укçи валеçессипе, тавар сутассипе кăна чикĕленмен, пулăшу функцийĕ питĕ анлă вĕсен. Иртнĕ çулсенче, астăватăр пулĕ, Чăваш Ен аналог телевиденине сỹнтерсе цифрăлли çине куçрĕ. Куçăм тапхăрне хатĕрленес ĕçре халăха почта çыхăну ĕçченĕсем пысăк пулăшу панă. Цифра телевиденине курма май паракан оборудованин тулли комплекчĕпе антеннăна ялсенчи чылай уйрăмра туянма май туса панă. Ку ĕçре почтальонсем те пысăк хастарлăх кăтартнă — заказ панă кашни хуçалăха асăннă хатĕрсене илсе çитернĕ, вĕсене вырнаçтарма та пулăшнă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2022-2025 çулсенче ялсенчи 25 пин ытла çыхăну уйрăмне модернизацилеме хушнă. Кунта юсав ĕçĕсем ирттернипе пĕрлех малашне паянхи шая тивĕçтерекен çăмăллăхсене те пурнăçа кĕртĕç. Иртнĕ çул Çирĕклĕ Шăхальте тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ пулсан, çывăх вăхăтра Елчĕкри тата Лаш Таяпари почта çыхăну уйрăмĕсем те çĕнĕ сăнпа илĕртĕç çынсене.

Елчĕк почтамтĕнче те, почта çыхăну уйрăмĕсенче те нумай çул тата тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекенсем сахаллăн мар. Раççей почти кунĕ тĕлне вĕсенчен хăшĕ-пĕрне тĕрлĕ ведомствăсен наградисемпе чысланă. Сума тивĕçнисен йышĕнче: почтамт ертỹçи Алина Головина, Галина Сидорова кладовщик, Тăрăмри почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Галина Долгова, Лаш Таяпари Ольга Иванова почтальонка.

— Почта ĕçĕпе çыхăннă мĕн пур ĕçчене тата ветерансене уяв ячĕпе саламлатăп, тав сăмахĕ калатăп, — палăртать Елчĕкри почтамт ертỹçи Алина Федоровна. — Малашне те килĕшỹре, пĕрлĕхре ĕçлер. Çынсемпе тимлессинчи кулленхи ĕç савăнăçпа хавхалану кăна кỹтĕр сире, сывлăхăр çирĕп пултăр, кашни самант ăнăçупа тултăр.

Н.МАЛЫШКИН.

Сăн ỹкерчĕкре: хастар сортировщиксем — Ирина Теплова, Ирина Егорова, Георгий Лапшин, Александр Усанов, Алексей Мешков, Ильгиза Григорьева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code