Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлехи вăйă картинче

Пĕрлехи вăйă картинче

Аслă ăрурисем çамрăксене ĕлĕкхи ырă йăла-йĕркесене, юрă-ташăсене вĕрентсе пыни питĕ паха.

Петрпа Павел çветтуй апостолсен кунĕнче Тỹскелĕнчи хĕрарăмсен «Шуçăм» тата Елчĕкри çамрăксен «Тарават» ансамблĕн членĕсем «Ырсамай» культурăпа кану паркĕнче вăйă пăрахнине кăтартнă. Пирваях çитĕннисем асăннă мешехе пĕлтерĕшне уçса панă, ăсталăх класĕ ирттернĕ.

Пĕрлехи вăйă картинче яшсемпе хĕр упраç нумай çĕннине ăса хывнă. Малашне ăна хăйсем тĕллĕнех йĕркелеме пултарĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code