Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чару мерисем пĕтмен

Чару мерисем пĕтмен

Юлашки эрнере республикăра коронавируспа чирлекенсен хисепĕ пĕр шайра – 80-90 çын – ÿссе пынă. Хальхи кăтартусем тăрăх, Чăваш Енре – 2387, çав шутран Елчĕк районĕнче 37 çынна инфекци ернине палăртнă.

Чиртен асăрханас тĕллевпе районта йĕркелекен профилактика ĕç-хĕлне тивĕçлĕ шайра пурнăçлаççĕ. Мобильлĕ ушкăнсем тăтăшах, кану кунĕсенче те, рейда тухаççĕ. Вĕсем ял тăрăхĕсенче, халăх нумай çÿрекен район центрĕнче пулса чир хăрушлăхĕ пирки ăнлантарса параççĕ, сывлăха упрамалли çинчен асăрхаттараççĕ.

…Лару-тăру çивĕчлĕхне кура пысăк ушкăнпа тĕл пулмалли, вилнисене асăнмалли Çимĕк тата Троица кунĕсем çывхарнине шута илсе Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕ ку чухне хушма санитарипе профилактика мероприятийĕсене пурнăçлама кирли çинчен аса илтерет. Çакна асра тытса кăçал ушкăнпа масар çинче пуласран çирĕп асăрхаттарса каланине шута илмеллех. Çитменнине, вилнисене асăнма масар çине пыракансен ытларах пайĕ шăпах аслă ÿсĕмри çынсем шутланаççĕ. 65-рен тата унран та аслăрах çулхи, вăраха тăсăлакан чирсемпе нушаланакан çынсемшĕн ушкăнра пулни уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине асра тытмалла. Республикăра чару мерисене пăрахăçламалли план çирĕплетнĕ. Анчах çакна ĕçе кĕртиччен, чи малтан, инфекци коэффициенчĕ 1-рен пĕчĕкрех пулмалла. Чирлисене сиплеме уйăрнă пушă вырăнсен шучĕ те 50 процентран кая мар кирлĕ. Çавăн пекех тестсен шучĕ те нумаййи çинчен калать. Лару-тăру çак критерисене тивĕçтерсен тин чару мерисене пăрахăçлама пуçлаççĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code