Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > РФ Конституцине

РФ Конституцине

кĕртме сĕннĕ тÿрлетÿсен йышĕнче финанс тытăмĕ çинчен калани те пур.

Валентина ВАСТУЛОВА, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн старости:

— Пенси, социаллă пособисем тата социаллă ытти тÿлев пирки РФ Конституцине улшăнусем кĕртнишĕн савăнатăп. Унсăр пуçне çамрăк çемьесене пулăшу панине те ырласа йышăнатăп. Сăмахран, хамăрăн çемьенех илер-ха. Мăшăрăмпа 3 ывăл çитĕнтертĕмĕр. Халĕ сакăр мăнукпа савăнатпăр. Аслă мăнук Светлана 14 çул тултарчĕ, часах паспорт илет. Кĕçĕнни Мирослав 5 уйăхра. Ача-пăчаллă çемьесене пулăшу кирлех. Сăмахран, пĕр хутчен 10 пин тенкĕ паракан тÿлеве манăн 6 мăнук тивĕçет. Ашшĕ-амăшне пысăк пулăшу çакă паллах.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code