Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ хваттер панă

Çĕнĕ хваттер панă

Округра ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнисене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерессине пысăк тимлĕхре тытаççĕ.

Елчĕкри Мир урамĕнче çак кунсенче тăлăх ачана пĕр пỹлĕмлĕ хваттерпе тивĕçтернĕ. Вăл пурăнмалли пĕтĕм условине тивĕçтерет: уйрăм газ хуранĕ, плита, счетчиксем вырнаçтарнă, стенасене илемлĕ обойсемпе, плитасемпе çыпăçтарнă. Сантехника та кирлĕ шайра.

Çĕнĕ хваттер хуçине паллă пулăмпа Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова тата Елчĕк районĕн прокурорĕн пулăшуçи Денис Остряков саламланă, пурăнмалли вырăна яланах хăтлăхра тытма, савăнса пурăнма ырă суннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code