Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăй-халу ан иксĕлтĕр, çĕр ĕçченĕ!

Вăй-халу ан иксĕлтĕр, çĕр ĕçченĕ!

Уй-хир хăватлă техника шавĕпе тулнă — вырма ĕçĕсем хĕрсе пынă вăхăтра округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый уй-хире тухмасăр пĕр кун та ирттермест. Хальхинче вăл çĕр ĕç культурисене туса илессипе тĕслĕх пулса тăракан «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тата Курнавăшри Юрий Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулса курнă.

Леонард Васильевичпа Юрий Николаевич анлă уй-хирте çитĕннĕ пучахсен пĕрчисене пĕрерĕн-пĕрерĕн ывăç тупанĕ çине хурса шутланă. Пĕрчисем чăннипех те шултăра та йывăр!

«Рассвет» ЯХПКпа Юрий Цветков фермерăн уй-хирĕсенчи тыр-пул анисем мĕншĕн çакăн пек ытармалла мар илемлĕ, тулли пучахлă? Тĕш тырă культурисенчен пысăк тухăç алла илессипе пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçлекен çак ял хуçалăх организацийĕсенче, специалист пулсан, чи малтан вĕсенче çĕр ĕç культури çỹллĕ шайра пулнине палăртнă пулĕччĕ. Иккĕшĕнче те агротехника ĕçĕсене пысăк пахалăхпа, кирлĕ шайра пурăнçласа пыраççĕ, çĕнĕ репродукциллĕ вăрлăхсемпе, минераллă удобренисемпе, ỹсен-тăрана çум курăкран, хурт-кăпшанкăран, тĕрлĕ чир-чĕртен хỹтĕлемелли препаратсемпе кирлĕ таран усă кураççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ вĕсен хирĕсем çакăн пек илемлĕ те хỹхĕм, ял хуçалăх культурисенчен кашни çул пысăк тухăç алла илеççĕ. Паллах, ертỹçĕрен те нумай килет. Юрий Мясниковпа Юрий Цветков вара чун-чĕрисемпе çĕр ĕçне парăннă çынсем.

… «Рассвет» ЯХПКра пăрçана пĕтĕм лаптăкран (150 гектар çинчен) пухса кĕртнĕ ĕнтĕ, 1 гектар пуçне шутласан, ăна 30 центнер чухлĕ алла илнĕ. Ĕнерхи кун тĕлне 100 гектар çинчен кĕрхи тулă çапса тĕшĕленĕ, унăн тухăçĕ хальлĕхе 43,6 центнерпа танлашать. Черетлĕ çулталăкра хуçалăхри çĕр ĕçченĕсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпе 655 гектар çинче çапса тĕшĕлемелле. Иккĕленỹ çук, «уй-хир карапĕсен» штурвалĕсене ăста механизаторсене — Георгий Егоровпа Валерий Сергеева шанса панă. КСУ-1 йышши косилкăпа тыр-пула вырса кушăхтарма хывакан Александр Волков та шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăларать. Сергей Баймушкин вара кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлет. Ĕнерхи кун тĕлне çитес çулхи тыр-пул никĕсне хывма 160 гектар çĕр хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ те — пĕтĕм ĕç вĕçе-вĕçĕн пулса пырать. Кĕрхисене хуçалăхра 250 гектар çинче акса хăварма палăртнă.

Юрий Цветков фермер пĕр пĕрчĕ çум курăк тупма çук анинче çитĕннĕ пăрçана малтан вырса пăрахса кушăхтармасăрах, тỹррĕн çапса тĕшĕлет. Фермер техника культурисене çитĕнтерессине анлă çул панă, вĕсем те пысăк тухăç шантараççĕ. Уй-хирте хальхи йышши хăватлă техника анчах хуçаланать, вĕсемпе ĕçлеме ăста механизаторсене çирĕплетнĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code