Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Коррупцие çул çук

Коррупцие çул çук

Коррупцие çĕнтермелли утăмсенчен пĕри – çак преступленин тĕп сăлтавĕсене пĕтересси, уйрăм коррупционерсене тивĕçлипе явап тыттарасси.

Коррупци сĕмĕллĕ преступленисен шутне служба вырăнĕпе иртĕхсе усă курни, взятка пани е илни, патшалăх тата общество интересĕсене хирĕç кайса должноçри вырăнпа хăйĕншĕн усă курни. Должноçри çынсем коррупци çулĕ çине тăнăран патшалăх пурлăх тĕлĕшĕнчен пысăк çухату тÿсет, çав вăхăтрах граждансен тата организацисен ирĕкĕсене уяманнипе тĕл пулатпăр.

Район прокуратури йĕрке хуралĕн ытти ĕçченĕсемпе пĕрле коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртас, вĕсен çулне пÿлес тĕллевпе сахал мар ĕç пурнăçлать. Ку ĕçре нормăпа право акчĕсене хатĕрлессин пахалăхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ, çавна май прокуратура ĕçченĕсем коррупцие сăлтавлама пултаракан самантсем пуррине е çуккине палăртас тĕллевпе власть тата управлени органĕсен докуменчĕсене тĕплĕн тишкереççĕ. Должноçри çынсене, патшалăх тата муниципалитет органĕсене тĕрĕсленĕ май йĕркене пăхăнман тĕслĕхсем час-часах куç тĕлне пулаççĕ. Деклараци кампанийĕ вăхăтĕнче патшалăх тата муниципалитет служащийĕсемпе депутатсем тупăша палăртакан сведенисене çителĕклĕ таран тăратманни те тĕл пулать. Тĕрĕслевсен вăхăтĕнче кăçал ку енĕпе йĕркене пăснă 5 тĕслĕх тупса палăртнă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă саккунсене мĕнле пăхăннине тишкернĕ май субсидипе тĕллевсĕр усă курнă пĕр тĕслĕхе асăрханă, ку енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Йĕркепе килĕшÿллĕн, патшалăх тата муниципалитет служащине ĕçе илнĕ чух ĕç параканăн ĕçе илесси пирки çак çын маларах тăрăшнă власть органне пĕлтермелле. Пĕр ял хуçалăх предприятийĕнче ку енĕпе йĕркене пăхăнман тĕслĕхе тупса палăртнă.

Патшалăх учрежденийĕсенче тĕрĕслевпе пулнă май чылай чух сотрудниксем коррупци мĕн иккенне пĕлменни те тĕл пулать. Çакна тĕпе хурса прокуратура ĕçченĕсем семинарсем йĕркелесе ку енĕпе саккунсене тĕплĕн ăнлантарса панă.

Граждансен çакна лайăх ăнланмалла: взятка илекен анчах мар, ăна паракана та тивĕçлипе айăплаççĕ. РФ Уголовлă кодексăн 291 статйипе килĕшÿллĕн, взятка паракана 15 çул таран ирĕк прависĕр хăварма, взятка виçинчен 70 хут ытла виçепе штраф тÿлеттерме пултараççĕ.

Район прокуратури коррупципе кĕрешес тĕллевпе «Хĕрÿ лини» йĕркеленĕ. Граждансем коррупци сĕмĕллĕ пулăмсем пирки 2-61-99 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме е прокуратура çуртне кĕрсе тухма пултараççĕ, хыпара пĕлтерекенĕн ячĕ вăрттăнлăхра пулĕ.

А.АФАНАСЬЕВ,
район прокурорĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code