Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Хастарсен слетĕнче

Хастарсен слетĕнче

Етĕрне тăрăхĕнчи «Солнечная поляна» кану базинче «Чăваш наци конгресĕн çамрăк хастарĕсем» слет иртнĕ.

Унта хутшăннисем тăван чĕлхе аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене, ку тĕлĕшпе малашне ĕçлемелли тĕллевсене палăртнă. Культурăпа искусство тытăмĕнче тăрăшакан пултаруллă çынсен ăсталăх класĕсем те, пĕрлехи культура тата спорт мероприятийĕсем те яш-кĕрĕме хавхалану кỹнĕ.

Слет ĕçне округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ, ЧНКн вырăнти уйрăмĕн «Хастар» пĕрлешĕвĕн ертỹçи Марина Вастулова ертсе пынă ушкăн та активлă хутшăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code