Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2024 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнчи 99-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Денис Владимирович тата Елена Николаевна ПОРТНОВСЕН çемйи ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вĕсем Пĕтĕм Раççейри «Земля спорта» ятпа иртнĕ марафонăн республикăри тапхăрĕнче çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ.