Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çурхи кун çулталăк тăрантарать

Çурхи кун çулталăк тăрантарать

Мĕн авалтанпах асра çирĕпленнĕ çак пĕлтерĕшлĕ халăх каларăшĕ ăруран ăрăва куçать. Аграрисем вара тăтăшах ĕç пуçламăшĕнче çак шухăша палăртаççĕ. Мĕншĕн тесен пулас тухăç шăпи çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра, агротехника йĕркине пăхăнса пурнăçлама ĕлкĕрнинчен нумай килет.

Юр ытла хăвăрт ирĕлни, юлашки кунсенче çĕрлехи вăхăтра та ăшă тăни 2023 çулхи çур аки ĕçĕсем маларах пуçланасса уççăнах систереççĕ. Çакна шута илсе хальхи вăхăтра муниципалитет округĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çур акине тухма хатĕрленес ĕçе анлăн йĕркелесе янă: ял хуçалăх техникине, çĕре ĕçлесе хатĕрлекен оборудованисене юсаççĕ, минераллă удобрени туянаççĕ, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен, нумай çул тата пĕр çул ỹсекен курăксен вăрлăхĕсен фондне çĕнетеççĕ. «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп агрономĕпе — Виктор Валерьевич Цыгановпа тĕл пулсан та çак ыйтусем тавра сăмах пуçартăмăр.

— Кăçал ỹсен-тăран культурисем миçе гектар йышăнĕç?

— Ял хуçалăх предприятийĕнче усă куракан çĕр лаптăкĕ — 1440 гектар. Çав шутран 655 гектарне тĕш тырă валли уйăратпăр. Выльăх апачлĕх культурăсене çитĕнтерессине те мала хуратпăр. Уйрăмах хĕл кунĕсенче фермăри ĕне выльăха тăрантарма сахал мар апат кирлине тĕпе хурса тĕш тырă сенажĕ хатĕрлеме усă куракан пĕр çул ỹсекен курăксене 345 гектар акса хăваратпăр, кукуруза лаптăкĕ 80 гектар йышăнмалла. Нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ — 360 гектар, вĕсене «сухалланма» памастпăр, кивелсе пынине кура лаптăксене кашни çул 100 гектартан кая мар пăсса çĕнĕрен акатпăр.

— Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çитĕнтерессинче хăш çул-йĕре малти вырăна хуратăр?

— Апат-çимĕçре анчах мар, выльăх апачĕ хатĕрленĕ чухне анлăн усă куракан, белокпа пуян пăрçа культурине туса илесси çине юлашки çулсенче уйрăм пусăм тăватпăр. Çакă çĕр пулăхне лайăхлатма, пусă çаврăнăшне йĕркелеме май парать. Пăрçа тухăçĕ те пĕчĕк мар, пирĕн патăмăрта вăл 1 гектартан 32 центнертан кая пулман. Ăна кăçал та, ытти чухнехи пекех, 60 гектар çинче акса хăваратпăр.

— Халăхра: «Мĕн акатăн — çавă шăтать», — теççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче çур акире усă курма пахалăхлă вăрлăх çителĕклĕ-и?

— Планпа килĕшỹллĕн, акма кирлĕ 2350 центнер вырăнне 2510 центнер вăрлăха инспекцире тĕрĕслеттернĕ. Вăрлăхăн ытларах пайне кĕркунне, çанталăк сивĕтиччен алласа тасатнăран, ĕçе тĕплĕ пурнăçланă. Вăл пĕтĕмпех ака кондицине ларнă. Вăрлăхсен пысăк пайĕ пĕрремĕш тата иккĕмĕш репродукцири шутланать. Элита вăрлăхсемпе кăçал анчах усă курман, çак ĕçе тивĕçлипе йĕркелесе пыма кирлине ăнланатпăр.

Юлашки çулсенче нумай çул ỹсекен курăксен вăрлăхĕсене хамăра валли акмалăх вырăнтах туса илме хăнăхрăмăр.

— Минераллă удобренисемпе кирлĕ таран саппасланнă-и?

— Хуçалăхра кашни çул тухăçлă тыр-пул туса илме пултарнин тĕп вăрттăнлăхĕ, паллах, минераллă удобренисемпе туллин усă курнинче тесе шутлатпăр. Черетлĕ çур аки валли те ăна 190 тонна туяннă, вăл кашни гектар пуçне 132 килограмм чухлĕ тивĕçет.

— Кăçал çуркунне ир килнине кура кĕр тыррисене те апатлантарма иртерех тухма тивет пулĕ?

— Хĕл те ăшă килчĕ, çавăнпа ĕнтĕ кĕр тыррисем хăйсем тĕллĕн пухнă саппаса — минераллă удобрени элеменчĕсене расхутласа çитернĕ вăхăт халĕ. Çакна саплаштарас тесен кĕр тыррисене кая юлмасăр апатлантарса хăварма ĕлкĕрмеллине пĕлсе тăратпăр. Анчах хальлĕхе, çĕрлехи вăхăтра та ăшă тăнине пула, хире тухма пулмарĕ. Çĕрле шăнтасса кĕтетпĕр.

Пĕр вăхăтрах, паллă, нумай çул ỹсекен курăксене те минераллă удобренисемпе апатлантаратпăр.

— Кадр ыйтăвĕсене татса панă-и? Тырра им-çамлама хутшăнакансемпе ака ĕçĕсене хутшăнакан ытти ĕçченсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă-и?

— Механизаторсем тĕлĕшпе чăрмав пулмалла мар. Вĕсем пирĕн яланхи шанчăклă çынсем. Кăçалхипе виççĕмĕш çул хире тухакан ака комплексне Михаил Петрова, «Амазония» йышши агрегата Валерий Сергеева шанса паратпăр. Сергей Баймушкинпа Григорий Сергеев çĕр хатĕрлеме хутшăнаççĕ.

Хĕрỹ ĕç пуçланиччен сывлăха сиен кỹме пултаракан вырăнсене шанса панă çынсене медосмотр витĕр кăларнă, механизаторсемпе водительсене, акана хутшăнакан ытти çынсене техника хăрушсăрлăхĕн йĕркисене хăнăхтарас тĕллевпе ятарласа вĕренỹ йĕркеленĕ. Хирти ĕçсем пуçланиччен вĕсем тепĕр хутчен тĕллевлĕ инструктаж илеççĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА ыйтса пĕлнĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Виктор Цыганов тĕп агроном

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code