Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленетпĕр-и?

Хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленетпĕр-и?

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Канашлу кăмăллă самантран пуçланчĕ. Леонард Левый участокри суйлав комиссийĕсен членĕсене уяв — Чăваш Республикинчи суйлав комиссийĕн кунĕ — ячĕпе саламларĕ, пĕрлехи ĕçшĕн, ĕçе чунтан парăннăшăн, гражданла позицишĕн тата çĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн тав турĕ. Чи хастаррисем «Суйлавсене йĕркелес ĕçри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» Хисеп паллине, Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн Хисеп грамотине тата Тав хутне тивĕçрĕç.

Округри хуçалăхсенче тыр-пул пухса кĕртес тата выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнле пыни çинчен муниципалитет округĕн администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Сергей Волков каласа кăтартрĕ. Уй-хир ĕçченĕсем кашни уяр кунпа туллин усă кураççĕ, пиçсе çитнĕ тыр-пула пысăк хăвăртлăхпа тата тăкаксăр пỹлмесене çитерме ăнтăлаççĕ.

Уйрăм хушма хуçалăхсенчи чĕр чунсене маркировкăлас ĕç округра мĕнле шайра пыни пирки Патшалăх ветеринари службин выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен округри станцийĕн начальникĕ Денис Баймушкин пĕлтерчĕ. Денис Владимирович хальхи вăхăтра «Республикăра пурăнакансем килсĕр-çуртсăр чĕр чунсен ыйтăвĕ çине мĕнле пăхни» сасăлав пыни пирки аса илтерчĕ, унта кашнинех активлă хутшăнма чĕнсе каларĕ. Сасăлав августăн 31-мĕшĕччен тăсăлать.

Канашлу вăхăтĕнче иртнĕ эрнери мероприятисене пĕтĕмлетрĕç. Иртнĕ эрнекун округра Чăваш Республикин финанс министерствин анлă ларăвĕ иртрĕ. Пысăк делегацие тивĕçлĕ шайра кĕтсе илсе ăсатса янă, тĕл пулу пуриншĕн те усăллă иртнĕ. Çак пысăк яваплăхлă мероприятие тивĕçлĕ ирттерессине тỹпе хывнă кашни çынна пысăк тав сăмахĕ каларĕ Леонард Васильевич.

Июлĕн 28-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимеш, Шуршу ялĕсенче моряксен палăкĕсене уçнă. Ку ĕçе те тивĕçлĕ йĕркеленине палăртрĕ округ пуçлăхĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2024-2025 çулсенчи хĕллехи ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесси — çивĕч ыйту. Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланасси те инçе мар.

— Хутăнмалли объектсем хĕллехи сезона чылай маларах хатĕр пулмалла. Сывлăх сыхлавĕн, вĕренỹ, культура тата ытти тытăмра тăрăшакансен ку енĕпе уйрăмах тимлĕхе ỹстермелле. Кĕркунне-хĕлле чрезвычайлă лару-тăрусем сиксе ан тухчăр тесен энергетика тата коммуналлă хуçалăх тытăмĕ кал-кал ĕçлесси пирки паянах шухăшламалла, — палăртрĕ Л.Левый.

Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code