Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни кун хĕрỹ ĕçре иртет

Кашни кун хĕрỹ ĕçре иртет

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый çĕнĕлĕхсене алла илессине малти вырăна хуракан «Урожай» ОООра кашни хутĕнче пулса курмассеренех хуçалăх тирпейлĕ хуçа аллинче пулнине палăртса каланине илтме тỹр килнĕ. Хальхинче те унăн калаçăвĕнче çак шухăш яр уççăн йĕрленчĕ. Унсăр пуçне, ял хуçалăх предприятийĕнче йĕпе-сапаллă çанталăкра та вырма ĕçĕсене тивĕçлипе йĕркелесе пыма пултарнипе кăмăллă пулчĕ вăл.

Кăçал вĕсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 781 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Хальлĕхе, пытармалли çук, кĕрхи тулăпа (75 гектар) урпана (25 гектар) анчах пухса кĕртме май килнĕ. Çĕр çыннинчен килмен, çут çанталăк условийĕпе çыхăннă сăлтава пула кăçал вырма ĕçĕсем пур хуçалăхра та каярах юлчĕç.

Августăн 7-мĕшĕ тĕлне палăртнă лаптăкран çапса тĕшĕленĕ тĕш тырă виçи 3360 центнерпа танлашнине шута илсен, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç хальлĕхе 33,6 центнер пулни паллă. Уйрăммăн илсен, кĕрхи тулă — 26,7, урпа 54,4 центнер тухăç панă.

Леонард Левый «Урожай» ООО директорĕ — Вячеслав Кузнецов пирки: «Пултаруллă организатор, ăста инженер анчах мар, чăн-чăн çĕр çынни — кирек хăш тракторист, комбайнер вырăнне ларса хире тухма — вĕсене ĕçре улăштарма, кирлĕ пулсан, техникăна та хăй юсама пултараканскер», — терĕ.

Хальхи вăхăтра округри пĕртен-пĕр хуçалăхра — «Урожай» ОООра тĕш тырă культурисене сухаламасăр, тỹррĕн акассине çулран-çул анлăрах йĕркелесе пыраççĕ. Çак меслетпе кунта кăçалхипе илсен тăваттăмĕш хут усă курчĕç. Вячеслав Кузнецов мĕн тĕллевпе çак çул-йĕре суйласа илнĕ? Хальхи условире — тĕш тыррăн сутлăх хакĕ йỹнĕ вăхăтра тыр-пула сухаламасăр акни пĕтĕмĕшле тăкаксене, çав шутра тĕш тырă туса илнин хăй хаклăхне чакарма та май туса пани — тĕп сăлтав.

Тĕш тырă культурисене çак мелпе усă курса акма, паллах, ятарлă техника та кирлĕ. Çак тĕллевпе вĕсем миçе çул каяллах 7 миллион тенкĕ ытла парса Аргентинăра туса кăларнă КРУЧИАНЕЛЛИ йышши сеялка туяннă.

Пурлăх никĕсне тăтăшах çĕнетсе пыраççĕ. Нумаях пулмасть 3 пин тонна тĕш тырă вырнаçакан склада реконструкци туни те çакна çирĕплетет.

Çĕр ĕç культурисене туса илессинчи технологие çирĕп пăхăнса ĕçлекен «Урожай» ОООри тыр-пул ăстисем — «АГРОС-530» комбайнсемпе ĕçлеме çирĕплетнĕ Сергей Доброхотовпа Иван Шингалов тата Михаил Петров, водительсем — Юрий Струнковпа Алексей Багадеров çанталăк кăларса тăратнă умри йывăрлăхсене пăхмасăр, черетлĕ вырмара та хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕсенче пысăк тухăç алла илес шанăçпа тимлеççĕ…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code