Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Строительство отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Строительство отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Строитель ĕçĕ — паянхишĕн те, пуласлăх валли те.

Эсир пурăнмалли çурт-йĕр, социаллă объектсен, культура, инженерипе промышленность инфратытăмĕн объекчĕсен строительствинчи пысăк стандартсене упратăр. Çулсем тăвассипе, архитектура палăкĕсене реконструкцилессипе, нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕпе çыхăннă ансат мар ыйтусене татса паратăр.

Общество территорийĕсене, картишсене, парксемпе скверсене тирпейлесе хăтлăх кỹрес тĕлĕшпе тимлĕх пысăк.

Сире çирĕп сывлăх, ăнăçу, ыранхи куна шанма, çĕнĕ çитĕнỹсем тума сунатăп! Сирĕн ĕçĕр округра пурăнакансене нумай-нумай çул мăнаçлантартăр!

Л.ЛЕВЫЙ, округ администрацийĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code