Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чир-чĕр çулне пỹлет

Чир-чĕр çулне пỹлет

Репродуктивлă çулсенчи çынсен сывлăхне тĕрĕслесех тăни чир-чĕре маларах тупса палăртма пулăшать. Раççей Президенчĕ Владимир Путин халăха упрамалли тĕллев лартнă май анлă диспансеризаци кирлине çирĕплетет. Çакă сиплев мерисене вăхăтра йышăнма май парĕ. Пĕрремĕш хут диспансеризаци 18 çулта, унтан кашни 3 çултан, 40 çултан пуçласа вара кашни çулах тухмалла. Ытти ỹсĕмрисен те медицина тĕрĕслевне каймалла. Ача çуратас тапхăрти хĕрарăмсемпе ачасем уйрăмах пысăк тимлĕхре. Кăçал 2,2 пине яхăн хĕрарăмăн репродуктивлă сывлăхне тĕрĕсленĕ те ĕнтĕ.

Пĕлтĕр çуллахи вăхăтра — çĕртме-çурла уйăхĕсенче тĕп хулари ача-пăча клиника больницинче 16,5 пин ача диспансеризаци витĕр тухнă. Çак тапхăрта çамрăк пациентсен нерв тытăмĕн, куç тата юн çаврăнăшĕн чирĕсене тупса палăртнă. Тухтăрсем каланă тăрăх, тĕрĕслевре ашшĕ-амăшĕ, ачасем пĕлмен чирсем час-часах тупăнаççĕ. Акă иртнĕ çул тухтăрсем ультрасасă тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче çул çитмен икĕ ачан, пĕрин — пĕверĕнче, теприн — хырăм ай парĕнче, шыçă тупнă. Ачасем ыратнине туйман, тухтăрсем патне çỹремен. Юрать, вĕсен усал шыçă пулман. Диспансеризаци вăхăтĕнче тухтăрсем сывлăха тишкерни, тĕпчени нумай чире иртерех тупса палăртма май парать.

Сывлăха хакламасан, пăхса тăмасан инфаркт, инсульт ураран ỹкерес хăрушлăх пысăк. Сăмахран, иртнĕ çул республикăра диспансеризаци вăхăтĕнче 41 пин ытла çыннăн тĕрлĕ чирне тупса палăртнă, вĕсенчен 23688-ĕшĕн вăраха кайнă инфекциллĕ мар чир, 489-ĕшĕн усал шыçă пулнă. 18011 çыннăн юн тымарĕсемпе чĕре амакне, вĕсенчен 10995-ĕшĕн юн пусăмĕ ỹснине палăртнă. 2475-ĕшĕн апат хуранĕн органĕсен чирĕ, 1719-ĕшĕн сахăр диабечĕ, 994-шĕн сывлав органĕсен чирĕсем пулнă.

Э.КУЗНЕЦОВА,
терапевт тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code