Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Чи малтанах иртнĕ эрнери мероприятисене тишкерчĕç. Августăн 8-мĕшĕнче ятарлă комиссисем округра вĕренỹ учрежденийĕсене çĕнĕ — 2024-2025 çулсенчи вĕренỹ çулĕ тĕлне мĕнле хатĕрленине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем пирки (тĕплĕнрех 2, 3-мĕш страницăсенче) округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев каласа кăтартрĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 8 организацие, шкулчченхи 3 вĕренỹ учрежденине тата хушма пĕлỹ паракан 4 учреждение тĕрĕсленĕ. Малтанлăха пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 1-мĕшĕнче округри шкулсен парттисен хушшине 1306 вĕренекен ларĕ, вĕсенчен 84-шĕ — пĕрремĕш класа вĕренме килĕ. Пĕтĕмĕшпе илсен, комисси членĕсем учрежденисене çĕнĕ вĕренỹ çулĕ валли лайăх хатĕрленине палăртрĕç, организацисене пурне те йышăннă.
Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова нумай ачаллă çемьесене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес ыйту çинче чарăнса тăчĕ. «Чăваш Республикин нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси çинчен» саккун вăя кĕнĕренпе округра нумай ачаллă 323 çемьене шута илсе черете тăратнă, вĕсенчен 279-шне участоксем уйăрса панă.
Кунта çакна та палăртмалла. Кăçалтан маларах асăннă саккуна çĕнĕлĕхсем вăя кĕнĕ. Халĕччен республикăра нумай ачаллă (3 е ытларах ача, кунта опекăна илнĕ ачасене те шута илеççĕ) çемьесене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕпе аслă ача 18 çул тултариччен тивĕçтернĕ, халĕ çак ỹсĕм шайĕ 23 çулпа танлашать (енчен те ача куçăмлă майпа вĕренет пулсан). Çĕр лаптăкне уйрăм çурт-йĕр çавăрма, ял хушшинче тата ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче уйрăм хушма хуçалăх тытса пыма, сад ĕрчетме, пахча çимĕç лартса ỹстерме параççĕ. Тепĕр çĕнĕлĕх те пур. Енчен те çемьесене çĕр лаптăкĕ кирлĕ мар пулсан, вĕсем ун вырăнне 250 пин тенкĕ таран сертификат илсе укçа-тенкĕпе çурт-йĕре лайăхлатас енĕпе усă курма пултараççĕ. Çапла тăвас тесен 2 услови кирлĕ: çемье çĕр пайне илме тата çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тивĕçлисен черетĕнче тăни çирĕпленмелле.
Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Сергей Волков уй-хир ĕçĕсем пирки каласа кăтартрĕ. Çут çанталăка хирĕç каяймăн. Çумăр çусах тăнăран вырма ĕçĕсем вăраха тăсăлаççĕ. Ĕç чарăнса тăнипе пĕрлех вырса пăрахнă тырă та нỹрĕкпе йĕпе-сапана пула сăмсаланма пуçланă.
Канашлура округра вырăнти общество хăй тытăмлăхĕн территорийĕ тăвас ыйтăва та тишкерчĕç. Çакăн пирки округ администрацийĕн территорисене хăтлăх кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени начальникĕ Алина Смирнова каласа кăтартрĕ. Хальхи вăхăтра ТОСсем Кивĕ Эйпеç тата Çуткỹл ялĕсенче ĕçлеççĕ. Çывăх вăхăтра çакăн евĕр тата 3 пĕрлĕх тума палăртаççĕ.
Канашлура строительствăпа юсав ĕçĕсем мĕнле пыни пирки, тирпей-илем тата ытти ыйтусене çĕклерĕç.
Е.ПЕТРОВА.