Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Валентина Порядковăна — Лука Крымский медалĕ

Валентина Порядковăна — Лука Крымский медалĕ

Хăвăлçырма ялĕн хĕрне, Мускаври С.Н.Федоров академик ячĕллĕ Куç микрохирургийĕн Шупашкарти филиалĕн медсестрине Валентина Порядковăна (Михеевăна) Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Лука Крымский медалĕпе наградăланă.

Ентешĕмĕр ăна пысăк профессионализмшăн, ĕçе чунтан парăннăшăн тата экстремаллă условисенче медицина пулăшăвĕ панă чухне хăйне шеллеменшĕн тивĕçнĕ.

Валентина Витальевна хăй вăхăтĕнче Канашри медучилищĕне пĕтернĕ. Ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра Луганскра командировкăра пулнă, Оборона министерствин Сывлăш-çар отрячĕн мобильлĕ госпиталĕнче ĕçленĕ. Унта хăйĕншĕн урăх профиле — анестезиолог-реаниматолог тивĕçне пурнăçланă май, нумай çар çыннине сиплесе ура çине тăратнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code