Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 100 çул тĕлне

100 çул тĕлне

Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ республика Пуçлăхĕн гранчĕпе усă курса пысăк концерт хатĕрлет.

«Çул хыççăн — çул, çĕр çул сулмаклăн утрăмăр» çĕнĕ программăна коллектив йĕркеленнĕренпе пĕр ĕмĕр çитнине халалланă. Ку ĕçе Мускав патшалăх культура институчĕн педагогĕ, пултаруллă сценарист тата режиссер Анна Ангарова сцена çине кăларĕ. Сăмах май, унăн ашшĕ Александр Ангаров чăваш халăх ташшине аталантарассишĕн нумай тăрăшнă, патшалăх ансамблĕн тĕп балетмейстерĕнче 30 çул ĕçленĕ. Çĕнĕ ĕçе кăçалхи юпа уйăхĕнче пуçласа кăтартĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code