Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăр мăнукĕпе — тĕл пулу

Паттăр мăнукĕпе — тĕл пулу

Совет Союзĕн Геройĕн Александр Филиппович Беляевăн мăнукĕ Екатерина Анатольевна аслашшĕн 116-мĕш çуралнă кунĕ умĕн хăйĕн çывăх тăванĕсене курма иртнĕ кунсенче Елчĕке килсе çитнĕ май тĕп библиотека ĕçченĕсемпе те тĕл пулчĕ.

Эпир ăна тараватлăн кĕтсе илтĕмĕр, вăл килнĕ çĕре ятарласа курав та хатĕрлерĕмĕр. Кăçалхи çу уйăхĕнче паллă ентешĕн тăванĕсем библиотекăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи вырăс халăхĕн паттăрлăхĕ çинчен каласа кăтартакан, çавăн пекех Беляевсем хăйсен килти библиотекинче упраннă вырăс тата ют çĕршыв классикĕсемпе писателĕсен кĕнекисене те нумай парнеленĕччĕ.

Палăртнă литературăна пурне те çирĕп шута илнĕ, вĕсене ялти библиотекăсене те уйăрса панă. Ачасем тата аслисем хутшăннипе йĕркелекен тĕрлĕрен тематикăлла мероприятисем, конкурссемпе куравсем ирттернĕ çĕрте çак кĕнекесемпе халĕ анлăн усă кураççĕ. Хăш-пĕр кĕнекесене «А.Ф.Беляев çемье библиотекин парни» ятпа йĕркеленĕ курава хатĕрлеме усă куртăмăр. Екатерина Анатольевна çакна курсан, паллах, савăнчĕ, хăй кăмăллă пулнине те пытармасăр палăртрĕ. Вăл аслашшĕ çуралнă урампа утса иртрĕ, ун хыççăн ăна асăнса вырнаçтарнă бюст умне чечек кăшăлĕ хума хутшăнчĕ.

Сăмах май, çав кун Екатерина Анатольевна округ администрацийĕн пуçлăхĕпе — Леонард Левыйпа тĕл пулса калаçнă, историпе тăван тавралăх музейĕнче пулса курнă.

Светлана САЙКИНА,
тĕп библиотекăри вулав центрĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code