Четверг, 19 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пурте лайăх…»

«Пурте лайăх…»

Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пирĕн салтаксем хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнине массăллă информаци хатĕрĕсем урлă паллашсах тăратăп. Вĕсемпе яланах мăнаçланатăп.

Манăн аппан ывăлĕ — Питтĕпел ялĕнчи Геннадий Евдокимов та çĕршывăн паттăр хỹтĕлевçисен йышĕнчен. Вăл Кивĕ Эйпеçри тĕп, Курнавăшри вăтам шкулсенче, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче пĕлỹ илнĕ. Ун хыççăн, алла техник-механик специальноçĕн дипломне илнĕскер, пĕр тапхăр Тутар Республикинче ĕçлерĕ. Çар службинче пулнă хыççăн та кỹршĕ регионах кайма кăмăл турĕ. Кайран пĕлтĕмĕр: савнийĕ унтан иккен. Вăхăт иртнĕ май Алийăпа çемье çавăрчĕç, халĕ вĕсен Илья ывăлĕ 5 çулта ĕнтĕ.

Генăна, ятарлă çар операцине мобилизаци йĕркипе кайнăскере, тăван ялĕнче ашшĕпе амăшĕ те — Николай Петровичпа Галина Александровна та ырă-сывă таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вăл вĕсен виçĕ ывăлтан чи кĕçĕнни.

Нумаях пулмасть виççĕмĕш хут отпуска килсен те тĕл пултăм унпа. Йывăр хирĕç тăрура çамрăксем кĕлетке тĕлĕшĕнчен те, ăс-тăн енчен те часах çитĕнеççĕ. «Мĕнле унта?» — тесе ыйтсан кашнинче: «Лайăх», — тет.

Апла марри паллă-ха, телевизорпа та куратпăр вĕт. Пире пăшăрхантарас мар тени ĕнтĕ.

Г.Евдокимов — рядовой, снайпер, Запорожье тăрăхĕнче «тĕпленнĕ». Хамăрăн округран та пур унпа пĕрле нацистсене хирĕç çапăçакансем: тăван ялĕнченех Василий Перцев, Кивĕ Эйпеçрен — Валерий Васильев, Аслă Пăла Тимешрен — Николай Алюнов, Лаш Таяпаран — Анатолий Сорокин.

24 çулти çĕршыв хỹтĕлевçи хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Ахальтен мар иртнĕ çул унăн амăшĕ ячĕпе часть командирĕ Тав çырăвĕ янă. Кăçалхи нарăсра «Ятарлă çар операцине хутшăнакана», çĕртме уйăхĕнче Жуков медалĕсемпе наградăланă.

Владимир СЕРГЕЕВ.
Исемпел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code