Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Салтаксене — тав!

Салтаксене — тав!

Ятарлă çар операцийĕнче çĕршывăн чысне хỹтĕлекен ентеш-паттăрсемпе малаллах паллаштаратпăр.

Вĕсенчен чылайăшĕ тулли мар мобилизаци йĕркипе е контрактпа çар ретне тăнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн салтаксене тĕрлĕ вăхăтра награда панă. Жуков медальне тивĕçнисен хушшинче Роман Левый (Çирĕклĕ Шăхаль), Павел Аверьянов (Çĕнĕ Пăва), Илья Савастьянов (Курнавăш), Алексей Гаврилов (Çуткỹл), Артем Дмитриев (Шуршу), Дмитрий Лукиянов (Елчĕк) пур. Курнавăшри Иван Юхмин «Паттăрлăхшăн» медале, Алексей Смирнов Жуков, Суворов тата «Çапăçура палăрнăшăн» медальсене тивĕçнĕ.

Салтаксем — тимлĕхре. Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшас тĕллевпе РФ Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ çулхи ака уйăхĕнче «Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисем» фонд йĕркеленĕ. Ун пирки эпир хаçатра пĕрре анчах мар çырнă. Аса илтеретпĕр, асăннă фондăн филиалĕсем кашни регионтах, çав шутра филиал уйрăмĕ пирĕн округра та, пур. Тĕп центрĕ Шупашкарти Мускав проспектĕнчи 3-мĕш çуртра вырнаçнă.

Фонд филиалĕ СВОна хутшăнакан е хутшăннă мĕн пур çар çыннин çемйине пулăшу кỹрет, тĕрлĕ ыйтăва татса пама пулăшать. Социаллă координаторсем тĕрлĕ специалистпа пĕрле ĕçлеççĕ, вĕсен шутĕнчех ĕçпе тивĕçтерекенсем, социаллă хỹтлĕх службисем, çар комиссариачĕн тата прокуратура ĕçченĕсем, медицина психологĕсем пур. Филиал уçăлнăранпа социаллă координаторсем 4500 ытла çынран 15000 ытла ыйту илнĕ. Филиалăн пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрĕсенчен пĕри — СВО инваличĕсене социаллă реабилитаци иртме пулăшасси, вĕсене реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтересси.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшасси адреслă тата «пĕр чỹрече» мелĕпе пурнăçланать. «Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисем» фондăн шанчăклă партнерĕ — РФ Социаллă фондăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ. Фонд ĕçченĕсем СВО салтакĕсене «Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисем» фондăн филиалĕнче йышăнаççĕ, консультаци ирттереççĕ, тỹлевсене тата реабилитаци хатĕрĕсене тивĕçме заявленисем йышăнаççĕ, ытти тĕлĕшпе те пулăшаççĕ (ĕç вăхăчĕ кашни кунах 9-тан пуçласа 18 сехетчен).

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code