Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Чăвашсене çутта кăлараканĕ»

«Чăвашсене çутта кăлараканĕ»

ят патăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă кĕнеке выставкине.

Вăл виçĕ уйрăм пайран тăрать. «Улăп кун-çулĕ» пайра И.Я.Яковлевăн ачалăхне, шкулта вĕреннĕ тапхăра, пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне сăнласа панă кĕнекесем, хаçат-журнал материалĕсем вырнаçнă.

И.Я.Яковлева Чăваш Республикинче çеç мар, Раççейре, унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ, сума сăваççĕ. Мухтавлă вĕрентекен пирки ăсчахсем чылай ырă сăмах каланă. Чăваш хресченĕсем аслă çулпуçăмăра «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ. Вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелени, кĕнекесем пичетлеме пуçлани халăх кун-çулĕнче питех те пĕлтерĕшлĕ пулнă.

И.Я.Яковлев Турра хытă ĕненнĕ, тăван халăхне Турă умĕнчи яваплăхне çирĕп туйса тăма пилленĕ. Тăван халăха пĕрлĕхлĕ пулма пиллесе хăварни уйрăмах хаклă. Вăл чăвашсемшĕн чăн-чăн Улăп паттăр вырăнĕнче, вĕсемшĕн ялан чун-чĕрипе çуннă, пуласлăхшĕн ывăнма пĕлмесĕр шухашланă, ĕмĕрлĕхех ăс вĕрентсе халал çырса хăварнă. Патриархăн халалĕ — ытти халăхсемшĕн те ырă тĕслĕх. Çакăн çинчен, хисеплĕ вулаканăмăрсем, эсир «И.Я.Яковлев халалĕ» пайра паллашма пултаратăр.

Виççĕмĕш пайĕ «И.Я.Яковлев — ачасене» ятлă. Кунта, паллах, Иван Яковлевăн кĕнекисем вырăн тупнă: «Çитĕннĕ вăхăт», «Сармантей», «Вилнĕ чĕпĕ чĕрĕлни», «Ача-пăча калавĕсем», «Уçăлма тухнă шăши çури» тата ыттисем те. Виçĕ чĕлхепе — чăвашла, вырăсла, акăлчанла — пичетленсе тухнисем те пур. Вĕсене вулама та, астуса юлма та çăмăл. Кăларăмсем илемлĕ ỹкерчĕклĕ.

Асăннă кĕнеке выставкипе Елчĕкри тĕп библиотекăн ача-пăча уйрăмĕнче паллашма пултаратăр.

В.ИШМУРАТОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code