Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлехи информаци кунĕ

Пĕрлехи информаци кунĕ

Декабрĕн 20-мĕшĕнче (юнкун) республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Çак кун, 12 сехетре, Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн пĕчĕк залĕнче Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Николаевна Федорова граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнать. Маларах 2-53-81 номерлĕ телефонпа çыхăнма пулать.

Пĕрлехи информаци кунĕнче çак ыйтусене тишкерĕç:

  1. 2024 çулта коммуналлă пулăшу тарифĕсене индексацилесси çинчен.
  2. Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе çыхăннă мероприятисене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси çинчен.
  3. Хĕллехи тапхăрта çул-йĕре пăхса тăрассин контракчĕсене мĕнле пурнăçлани тата вăл ĕçе тивĕçлипе йĕркелессин тĕллевĕсем çинчен.
  4. Граждансене йышăнасси.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code