Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Уява хатĕрленсе

Уява хатĕрленсе

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине хатĕрленсе кĕтсе илессипе лару ирттернĕ.

Умри юбилейсем республикăшăн кăна мар, çĕршывшăн та пĕлтерĕшлĕ пулăм. Уява хатĕрленнĕ май истори тĕлĕшпе паллă объектсене юсаса çĕнетĕç. Район центрĕсем, муниципалитет пĕрлĕхĕсенчи паллă вырăнсем çĕнелмелле, хăтлăланмалла. Ларура туризма аталантарасси пирки те чарăнса тăнă. Михаил Игнатьев умри уяв чи малтан республикăра пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине, хатĕрленÿ ĕçне пурне те явăçтармаллине каланă. Çак тапхăрта çĕнĕ объектсем те хута яма палăртнă, çав шутрах шкулпа ача сачĕсем те. «Раççей çăл куçĕсем», Акатуй тата ытти мероприятисем те çÿллĕ шайра иртмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code