Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕллев — тыр-пула алла илесси

Тĕллев — тыр-пула алла илесси

Ăнăçлă çулсенче округри ял хуçалăх организацийĕсем çак вăхăтра вырма ĕçĕсене вĕçленĕ пулсан, кăçал çакна калаймăн. Ĕнерхи кун тĕлне те округри ял хуçалăх организацийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 9507 гектар (43 процент) анчах вырнă, 8990 гектарне пухса кĕртнĕ. Çакăншăн пĕтĕмпех çанталăк айăплă. Çумăр вăраха тăсăлни ял çыннин алли-урине çыхлантарса тăчĕ.

Çанталăк кăларса тăратнă йывăрлăхсене пăхмасăр, çĕр ĕçченĕн паянхи тĕп тĕллевĕ уй-хирте çитĕннĕ пуянлăха май пур таран çухатусăр алла илесси пулса тăрать. Вырма тапхăрĕнче уяр, шăрăх тăнăран, пĕр 10 çул та пур пулĕ, округри ял хуçалăх организацийĕсем тырра ушкăнпа сушилкăсенче типĕтме мар, таса, çум курăксăр анасенчи тыр-пула малтан вырса кушăхтармасăрах, тỹррĕн çапса тĕшĕленине, çапла майпа кашни хутĕнче ĕçе кал-кал йĕркелесе пынине курма хăнăхса çитнĕччĕ. Кăçал вара пачах тепĕр майлă, тыррăн нỹрĕклĕхĕ ытла пысăк, комбайнсем те ăна йывăрпа çапса тĕшĕлеççĕ. Тырра сушилка витĕр кăлармасăр май çук — хальлĕхе çанталăкĕ памасть. Çĕнĕ йышши сушилкăсене вăхăтра туянса ĕçлеме хатĕрлесе çитернĕ «Комбайн», «Рассвет», «Сатурн» ЯХПКсен, «Яманчурино» ОООн ытлашши пăшăрханмаллиех çук пек туйăнать. Пытармалли çук, çак лару-тăрура хăш-пĕр хуçалăхсен, малтан пулнă сушилкăсене те ватса-çĕмĕрсе пĕтернĕрен, мĕн тери йывăрпа çапса тĕшĕлекен çак тырра та кĕлетсене типĕтсе кĕртме пултарасси иккĕленỹллĕ. Йывăрлăхран тухас тесе Ленин ячĕллĕ ЯХПКра кивĕ сушилкăна васкавлăн юсаса пĕтĕм хăватпа ĕçлеме хатĕрлесе çитернине палăртатпăр. «Яманчурино» ОООра, çĕнĕ сушилка пур пулсан та, киввине те юсаса ĕçлемелле тунă. Ĕлĕкхи ваттисен каларăшĕ: «Пурнăçра катăк пуртă аври те кирлĕ пулĕ», — тени мĕн тери тĕрĕс иккен.

Анасенче çумăрччен вырса пăрахнă тырă нумаях пулман. Ăна та сая яман, выльăх апачĕ тума усă курнă.

Синоптиксем çанталăк уяртасса шантарнине, анасем типшĕрессе кĕтсе ларни те тĕрĕс мар пулнă пулĕччĕ. Мĕншĕн тесен халĕ ĕнтĕ çĕрлехи вăхăтра та çумăр чухнехи пекех сывлăм вăйлă ỹкет. Çанталăк кĕр енне кайнине пĕлтерекен паллă çакă. Çĕр ĕçченне вĕрентме кирлĕ мар, уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курса шутлă кунсенче тыр-пула пухса кĕртмеллине вăл лайăх ăнланать.

Паянхи тепĕр çивĕч ыйту вăл — кĕр тыррисене акса хăварма вăрлăх хатĕрлесси. Планпа килĕшỹллĕн округĕпе илсен кĕрхисене кашни çул 6000-е яхăн гектар акнине шутласан пулас тыр-пул тухăçне хывса хăварма сахалах мар вăрлăх кирлĕ. Хальччен чылай хуçалăхра ăна çĕнĕ вăрлăхпа усă курса акассине йĕркеленĕ пулсан, кăçал ку енĕпе те йывăрлăхсем тухса тăма пултараççĕ. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, йĕпе-сапара çапса тĕшĕленĕ тата сăмсаланма та ĕлкĕрнĕ вăрлăхăн пахалăхĕ шăтаслăх енĕпе илсен тивĕçтерменни паллă. Кĕр тыррисене çумăрсем пуçланиччен алла илме ĕлкĕрнĕ «Рассвет», «Комбайн», Ленин ячĕллĕ ЯХПКсемпе «Яманчурино», «Эмметево», «Энтепе» ОООсенче, «Прогресс» АХОпа Владимир Чернов, Борис Головин, Юрий Тетмуков хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче вăрлăх тĕлĕшпе чăрмавсем пулмалла мар пек туйăнать. Ыттисен — кĕр тыррисене пухса кĕртме ĕлкĕрейменнисен вăрлăха ытти çĕртен шыранма-туянма тивесси паллă. «Россельхозцентрăн» округри уйрăмĕн ертỹçи Олег Карсаков шучĕпе, çапса тĕшĕленĕ çурхи тырра та вăрлăха хывиччен шанчăклă пултăр тесе инспекцире тĕрĕслеттермелле.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code