Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пособисемпе стипендисен виçисем ỹсеççĕ

Пособисемпе стипендисен виçисем ỹсеççĕ

Ачаллă çемьесене паракан тỹлевсемпе граждансене тỹлекен пособисен виçисене ỹстересси пирки Чăваш Ен Правительствинче улшăнусен проектне хатĕрлесе çитернĕ.

Унта пĕр е икĕ ачана усрава илнĕ опекуна (попечителе) тỹлекен виçене 4038 тенкĕпе танлаштарма сĕннĕ. Виçĕ е ытларах ачашăн — 5735 тенкĕ. Ултă е ытларах ачана воспитани пама йышăннă иккĕмĕш ашшĕне е амăшне, çавăн пекех ашшĕ е амăшĕ пĕччен чухне паракан хушма тỹлев те 5735 тенкĕпе танлашмалла. Çапла вара парламент саккун проектне ырласан тỹлевсем нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1,0886 хут ỹсмелле.

Тепĕр йышăну — ачаллă граждансен патшалăх пособийĕсене индексацилесси çинчен. Вĕсем те потребительсен хакĕсен ỹсĕмĕпе шайлашуллă виçепе — 1,0886 хут ỹсмелле. Çав шутра — ачашăн уйăхсерен тỹлекен, хĕрарăмсене çие юлсан тата ача çуратнăшăн паракан пособисем те.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code