Елчĕк тăрăхĕнче икĕ тутар ялĕ: Сăрьел тата Пикшик. Чăвашсем хушшинче пурăнакан çак наци çыннисем ĕлĕкрен туслăхпа тăванлăха хаклаççĕ.

Ку хаçатра манăн вулакана хамăрăн пултаруллă ентешпе Масгут Шарафуллович Бикмеевпа паллаштарас килет. Вăл промышленность тытăмĕнче ырă ята çĕнсе илнĕ çын.
Масгут Шарафуллович 1949 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче Сăрьел ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ — Шарафулла Бикмухамедович — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕ пулнă. Ялти ытти вăй питти арçынсемпе пĕрле фронта тухса кайнă Шарафулла, 1942 çулта хаяр çапăçусем вăхăтĕнче йывăр аманнă. Вăл, малти ретре пулнă май, тăшман чикки урлă каçса нимĕçсен пулемечĕн расчетне тĕп тунă май хăрах урине çухатнă. Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн ăна «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе наградăланă. Вăрçă пĕтсен Елчĕк хастарĕ тăван яла таврăнса «Марс» хуçалăха ĕçлеме вырнаçнă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен унта тăрăшнă. Амăшĕ те — Бибизамал Ахметшиновна — ĕмĕр тăршшĕпех тăван хуçалăхра вăй хунă.
Масгут Сăрьел ялĕнчи сакăр çул вĕренмелли тата Аслă Пăла Тимеш вăтам шкулĕсенче пĕлỹ илнĕ хыççăн 1967 çулта Хусанти химипе технологи институтне вĕренме кĕнĕ. Аслă шкулта ăс пухнă вăхăтра вăл ыттисемшĕн мĕн пур енĕпе тĕслĕх пулнă. Вĕренỹре анчах мар, общество ĕçĕнче те хастар пулнă йĕкĕт. Пултарулăхне кура ăна студентсен канашĕн председателĕ, факультетăн ирĕклĕ халăх дружинин пуçлăхĕ тата студентсен строительство отрячĕн командирĕ пулма суйланă.
Институт пĕтернĕ хыççăн Масгут Бикмеева тăван Чăваш Ене — В.И.Чапаев ячĕллĕ завода ĕçлеме янă. Ĕçрен хăраман, кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пултаракан тутар яшĕ мастертан пуçласа участок начальникĕ, цех начальникĕ, производство начальникĕ, производство директорĕ, техника директорĕн çумĕ таран ỹссе пынă. 53 çул ытла яваплă должноçсенче ĕçленĕ Масгут Шарафуллович халăх хисепне пысăк квалификациллĕ специалист, пуçаруллă та яваплă ертỹçĕ пулнипе çĕнсе илнĕ, çав вăхăтрах унра йĕркелỹ пултарулăхĕ пулнине асăрханă. Производствăна аталантарас ĕçре малашлăха курма пĕлнипе, технологипе управление йĕркелес енĕпе самана ыйтакан çĕнĕ йышши йышăнусем тума пултарнипе палăрса тăрать вăл. Тĕрлĕ йывăр вăхăтра предприяти производствин вăй-хăватне сыхласа хăварас тата аталантарас ыйтусене те ăнăçлă татса пама хутшăннă. Тĕрĕс йышăну тума пĕлнĕрен завод кăларакан таварсен ассортименчĕ çулран-çул ỹссе пырать. Хальхи вăхăтра ентеш предприятин производство ертỹçинче тăрăшать.
Çарта усă курмалли тĕрлĕ йышши хатĕрсем туса кăларасси уйрăмах кал-кал аталанать заводра. Масгут Шарафуллович ертсе пынипе тата тỹрремĕн хутшăннипе СВОна кирлĕ çĕнĕ хатĕрсене туса кăларассине те анлăн ĕçе кĕртнĕ.
«Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен», — теççĕ халăхра. Пурнăç ыйтакан лайăх специалист пулас тесен пĕлĕве тăтăшах ỹстерсе пымалла. М.Бикмеев Мускав, Санкт-Петербург хулисенче квалификацие ỹстермелли курссенче, Берлин хулинче (Германи) тата ытти вырăнта пĕлĕвне ỹстернĕ.
Ĕçне кура — хисепĕ. Нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тухăçлă ĕçленĕшĕн тата РФ Оборона промышленноçĕн отрасльне пысăк тỹпе хывнăшăн М.Ш. Бикмеев ĕçне тивĕçлипе хакланă. 2006 çулта ăна «Раççей Федерацийĕн хисеплĕ химикĕ» ят парса чысланă. Çавăн пекех вăл Чăваш Республикин Хисеп грамотине, 2022 çулта «Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. 2023 çулта хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе аталанăва, республикăн тĕп хулине капăрлатас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн «Созидатель города» ята тивĕçнĕ. Наградăсем тата та нумай. Вĕсене пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Çапах та чи хаклă награда уншăн — халăх хисеплени.
Масгут Шарафуллович опытлă вĕрентекен те. Хăйĕн пĕлĕвне çамрăк специалистсене парассипе чылай çул тимлет вăл.
Зевдет САЛАХУТДИНОВ.
Сăрьел.

