Пирĕн кашнин хăйĕн пĕчĕк тăван çĕршывĕ пур — эпир çуралнă, ỹснĕ, пирĕн тымарсем пурăнакан вырăн. Маншăн çакăн пек вырăн — Вăрăмхăва ялĕ.

Унăн историне тĕпчени савăнăç кăна мар, 2026 çулхи январь уйăхĕнче кун çути курнă «Новое Байдеряково — моя малая родина» кĕнекене хайлани чăн-чăн хĕрỹлĕх пулса тăчĕ. Паян эпĕ сирĕнпе, хисеплĕ округ хаçачĕн вулаканĕсем, хам нумай çул шыранă, тĕпченĕ тĕлĕнмелле хăш-пĕр тупăмсемпе паллаштарасшăн.
Паллă ĕнтĕ, уйрăм ял историйĕ нумай ял кун-çулĕпе тачă çыхăннă. Ман шутпа, Вăрăмхăвана тĕпчессинче Патреккел ялĕн иртнĕ пурнăçĕнчен пăрăнса иртеймĕн. Вăл унăн истори пуçламăшĕн тĕпчĕкĕ. Шăпах икĕ ял кун-çулĕн çак çыхăнăвĕнче нумай пулăмăн уççи пур. Чи пĕлтерĕшли тата хумхантараканни — Вăрăмхăва (Новое Байтеряково) хресченĕ Байтеряк Барсаев Свияжск воеводинчен 1683 çулта ясак çĕрĕсем çырса илни. Ку документ — иртнĕ вăхăтри чăн-чăн кĕпер, вăл пирĕн çĕрĕн çăл куçĕсене сĕртĕнме май парать. Шухăшласа пăхăр-ха, ман умра XVII ĕмĕрти вырăс çырăвĕпе çырнă вăрăм çулçă выртать. Ахăртнех, хур тĕкĕпе хăмăр тĕслĕ чернилпа хут листин пĕр енне текст çырнă. Ку хут кăна мар, вăл мăн асаттесен сассине упракан самана свидетельстви. Документ икĕ пайран тăрать. Пĕрремĕшĕ — çĕр прависене çирĕплетекен çĕр хучĕ. Унăн вĕçĕнче Свияжск воеводин П.Г.Огаревăн пичечĕн юлашкисем сыхланса юлнă — тупнин чăнлăхĕпе пĕлтерĕшне палăртакан тепĕр паллă çирĕплетỹ. Хут листин тепĕр енче XIX ĕмĕр вĕçнелле çырни пур: «Теччĕ уесĕнчи Вăрăмхăва ялĕнчи патшалăх хресченĕ Максим Степанов Добронравов». Ку хушса çырни, пĕлтерĕшсĕр пек туйăнаканскер, чăннипе документа каярахри ăрусемпе çыхăнтарать, çĕре тытса тăрассин тăсăмне кăтартать. Документăн иккĕмĕш пайĕ, сакăр листа калăпăшлăскер, суд мĕнле пынине çырса кăтартни пулать. Ку вăл суд ĕçĕнчен пĕрремĕш, «тытса тăракан» пая кĕрекен выписка, 1683 çулпа танлашать. Çакă София Алексеевна регент пулнă тапхăр пулнă. Ун чухне ача çулĕнчи патшасен — Иванпа Петр Алексеевичсен ячĕпе патшалăх ĕçĕсене туса пынă. Вăл вăхăтри суд тавлашăвĕсем — типĕ протоколсем мар, вĕсем пирĕн мăн асаттесен пурнăçĕпе чăрмавĕсем тата хăйсен прависемшĕн кĕрешни çинчен ăнлантаракан чĕрĕ свидетельствăсем.
Çак хăйне евĕрлĕ документа куçарасси чăн-чăн чăрмав пулса тăчĕ. XVII ĕмĕрти вырăс скоропиçĕ кивĕ почерк кăна мар, вăл хăйĕн уйрăмлăхĕсемпе, кĕскетĕвĕсемпе çырмалли пĕтĕм тытăм. Ăна уçăмлатма экспертсене, чăн-чăн палеографие пĕлекенсене явăçтармалла пулчĕ. Вĕсен тăрăшуллă ĕçĕ пире çак питĕ пĕлтерĕшлĕ истори çăл куçĕн кашни сăмахне, кашни сĕмне вуласа ăнланма май пачĕ. Çак алла илнĕ çыру типĕ юридици докуменчĕ мар, ку вăл çĕр хутшăнăвĕсем мĕнле йĕркеленнин, пирĕн мăн асаттесем хăйсен прависене мĕнле хỹтĕленин, пĕчĕк тăван çĕршыв мĕнле çуралса аталаннин чĕрĕ свидетельстви. Вăл пире Вăрăмхăвапа Патреккел ялĕсен историйĕн тарăн йĕрĕпе, XVII ĕмĕрпе, илсе пырать. Çак çĕрсем çинче пурнăç вĕресе тăнă вăхăтра, çынсем вăй хунă, хăйсен пуласлăхĕшĕн кĕрешнĕ тапхăрсене вуласа ăнланма май парать. Документа тишкерни Байтеряк Барсаев кам пулнине палăртма май парать. Вăл чăн-чăн историллĕ фигура пулнине кăтартнă, унăн пурнăçĕ 1610-1680 çулсенчи тапхăра çавăрса илет имĕш. Çырăва унăн ывăлĕ, Малтрючко Байтеряков, илнĕ. Çак пулăм пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл Байтеряк пулнине çирĕплетет кăна мар, унăн биографине реконструкцилеме, çавăн пекех тивĕçлĕ истори тапхăрĕнчи социаллă тата политика условийĕсене тарăнрах ăнланма никĕс туса хурать. Çапла вара документ малаллахи наука тĕпчевĕсемшĕн тĕп пуçламăш çăра уççи пулса тăрать, регион историне тата унăн чаплă деятелĕсене тĕпчес ĕçре çĕнĕ тапхăрсем уçать.
Документ тексчĕн кĕске вариантне илсе кăтартатăп. «В 1683 году 18 марта Малтрючка Байтерякова ясачному чувашу деревни Новой Байтеряковой Яльчикской волости Свияжской уезда думным дворянином и воеводой Посник Григорьевич Огаревым дали с межевых книг владеную выпись». Выпискăра Байтеряк Барсаев юлташĕсемпе, Малтрючко Байтеряков ашшĕпе Иван Клишев хушшинчи пĕтĕм ĕç мĕнле пынине çырса кăтартнă. Документра çакă курăнать: Клишевсем хăйсене панă чăваш çĕрĕн пĕр пайне, вĕсем тархасланă тăрăх, 1651 çулта поместьесемпе вотчинăна, хырçă-марçăсăр пуçне, çĕр лаптăкĕсене чăвашсенчен вăйпа алă пустарса илнĕ. Клишевсем чăвашсен çĕрĕсене уйăрнă чухне чикĕ тĕрĕс мар лартни, хăйсен йăлăнăвĕнче çĕре ясак çĕрĕ мар, «оброк» тесе ят панăран ултавлăхĕ палăрнă. Çав вăхăтра Алексей Михайлович патша уставĕн 16-мĕш статйипе вара вырăс çыннисенчен нихăшĕн те ют халăхсенчен ясак çĕрĕ туянма та, улăштарма та, заклада е тара илме те ирĕк пулман. Асăннă статьяна пăхăнманнине пула Клишев чăваш çĕрне ыйтма килĕшмен те, чăвашсене вара «владенная выпись» панă. Иккĕмĕш пайĕнче Байтеряк Барсаев ыйтнипе хута янă ĕç мĕнле пынине илсе кăтартнă. Кунта ясак çĕрĕн чиккисене те çырса панă: «Долгова острова, Симбирского уезду деревни Нурлатовы ясашных татар; ясашных татар деревни Нурлатовы из Собанчейка Чюраева; деревни Кайбиц ясашного татар…»
1639 çулхи авăн уйăхĕнче тĕпчев йĕркеленĕ май, Кĕçĕн тата Аслă Пăла тăрăхĕнче вырнаçнă Большие Полевые тата Кĕçĕн Елчĕк (вĕсем Елчĕк вулăсне кĕнĕ) çĕрĕсене çырса кăтартнă. Вĕсем ытти куçса килнĕ çĕнĕ ялсен çĕрĕсемпе чикĕленнĕ: Белая Воложка, Камышилга, Янашево, Айдарово, Инелево, Киксарово. Елчĕксем пирки: «Ара, вĕсем Таяпа çыннисемпе Аслă Пăла юхан шывĕ леш енчи тискер хире сухалаççĕ-çке». Хирти Аслă Елчĕксемпе Кĕçĕн Елчĕксем усă куракан 1950 теçеттин, 2250 теçеттин парлак çĕрсене сухаланă. 250 теçеттин улăхран Елчĕксене пĕр ясак пуçне 10-шар теçеттин утă çулма ирĕк панă. (ЦГАДА, ф. 1312, оп. 2, д.1077, л. 5-6 об.).
Манăн «Вăрăмхăва — манăн пĕчĕк тăван çĕршыв» кĕнеке страницисенчен кăларнă çак информаци сире пирĕн пĕрлехи историшĕн ман пекех кăсăклантарасса, мăнаçлантарасса чун-чĕререн шанатăп эпĕ. Хамăр тымарсене, историе пĕлни вăл иртнине сума суни кăна мар-çке, вăл пуласлăх никĕсĕ, вăл эпир камне, ăçтан килнине ăнланни. Ку вара кĕнекере пĕлме, çырса кăтартма май килнин пĕчĕк пайĕ çеç. Пирĕн хăйне евĕрлĕ историе малалла тĕпчеме, упрама кăмăл тăвакансене пурне те чĕнетĕп!
Петр КИРИЛЛОВ.

