Иртнĕ эрнере Çĕрпỹ округĕнчи 320 гектар йышăнакан колонири сăвăрсем вăранса йăваран тухнă.

Хĕвелпе ăшăнаççĕ. Вĕсене малтан ЧР Çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕсемпе чĕр чун тĕнчине сыхлакан дирекцийĕн сотрудникĕсем асăрханă. Сăвăрсене кунта 1988 çулта Ульяновск облаçĕнчен илсе килнĕ, иртнĕ çул тĕлне колони 350 пуçа çитнĕ. Чĕр чунсене браконьерсенчен Владимир Тимофеев тĕп инспектор хỹтĕлет.

