Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăрушсăрлăха пăхăнни инкекрен сыхлать

Хăрушсăрлăха пăхăнни инкекрен сыхлать

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче республикăри мĕн пур муниципаллă округсемпе хуласенче, çав шутра Елчĕкре те, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.
Округ администрацийĕн пысăк залĕнче пухăннă активпа çак ыйтусене тишкернĕ:

  1. Чăваш Республикинчи вĕренỹ организацийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрлени.
  2. Пурăнмалли çуртсенчи газ оборудованийĕсемпе хăрушсăрлăха пăхăнса усă курасси тата вĕсене техника тĕлĕшĕнчен тĕрĕслесе тăрасси.
  3. Нумай функциллĕ центрăн халăха паракан пулăшăвĕсен тĕсĕсем.

Пĕрремĕш ыйтупа Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова сăмах илчĕç. Республикăпа илсен 727 вĕренỹ учрежденийĕнчен 646-шĕ хатĕр. Пирĕн округри шкулсем ятарлă комиссисен пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшỹллĕн çĕнĕ вĕренỹ çулне пурте хатĕр. Ун пирки хаçатăн иртнĕ эрнери номерĕнче тĕплĕ çырса кăтартнă. Чăваш Енре 13,5 пин шкул ачине пĕтĕм требованине тивĕçтерекен 343 автобус турттарĕ. Пирĕн округра 860 ачана 14 автобус турттарĕ.

Ертỹçĕсем ачасем хушшинче хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнассипе çыхăннă ыйтусене те çĕклерĕç. Иртнĕ информкунра шыва кĕнĕ чухне пĕве-кỹлĕри асăрханулăх пирки ытларах калаçнă пулсан, хальхинче тепĕр сисчĕвлентерекен чăрмав та пур: ачасем мотоцикл-мопедпа сусăрланни. Кăçал çак транспортсемпе ачасем инкеке лекнĕ 3 тĕслĕхе регистрациленĕ.

Иккĕмĕш ыйтупа Елчĕкри газ службин начальникĕ Алевтина Львова тухса калаçрĕ. Округри ялсене çут çанталăк газне 20 çул каялла илсе çитернĕ. Çак таранччен хăшĕ-пĕри кивелсе çитнĕ газ хуранĕсемпе усă курать пулĕ, тĕтĕм çулĕсене тĕрĕслесе тăманнисем те пурах. Тĕтĕм тата вентиляци каналĕсенче туртăм çукки вара — синкерлĕх çăл куçĕ. Кăçалхи 7 уйăхра республикăра çак сăлтава пула 4 (пĕлтĕр — 5) инкек сиксе тухнă. Вĕсенче 8 (14) çын сĕрĕмпе наркăмăшланнă, 3-н (4) пурнăçран уйрăлнă.

Сенкер çулăм ырлăх кăна кỹтĕр тесен нумай хваттерлĕ тата уйрăм çуртсенчи газ оборудованийĕсене тата тĕтĕм çулĕсене вăхăтлă тĕрĕслеттермелле. Çак ĕçсене пурнăçлама специализациллĕ организаципе килĕшỹ туни кирлĕ. Округ центрĕнче хальхи вăхăтра 37 нумай хваттерлĕ çуртран 12-шĕнче кăна хăйсене хăрушсăрлăхра туйма пултараççĕ. Кĕтменлĕх сиксе тухсан айăплисене «çỹлте» шырани кăлăхах. Яваплăх çурт-хваттер хуçисенчен пĕтĕмпех хăйсенчен килет.

Пурнăç требованийĕсем улшăнса пынă май хут ĕçĕсене электронлă майпа йĕркелесси куллен ỹсет. Ку тĕлĕшпе чылай ыйтупа Елчĕкри нумай функциллĕ центр (НФЦ) пулăшать. Унăн директорĕ Людмила Викторова организаци халăха кỹрекен пулăшу тĕсĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Тỹрех палăртар: НФЦн пулăшупа сервиссен 236 тĕсĕ вăйра. 2013 çулта 1,2 ыйту йышăннă пулсан, кăçал кăна — 22 пин. Пĕлтĕр «универсаллă чỹречесенче» — 22039, кăçалхи çур çулта 8634 ыйту йышăннă.

Паян НФЦ уйрăм çынсене регистрацилессине, вĕсене идентификаципе аутентификаци тытăмĕнче (ЕИА) усă курма май туса парассине пысăк тимлĕх уйăрать. Урăхла каласан, цифра форматĕнче пулăшу илес текенсен шучĕ ỹссех пырать.

НФЦра пулăшу илесси çулсерен хăтлăрах та меллĕрех. Организацин официаллă сайчĕн навигацийĕ унпа усă куракансемшĕн уçăмлăрах та меллĕрех пулса тăнă. Халĕ пулăшу илес текен тỹрех Патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă ыйту «статусне» тĕпчеме пултарать.

Коллективра хăйсен ĕçне юратса пурнăçлакан пысăк квалификациллĕ специалистсем тăрăшаççĕ. Нормативпа палăртнă 15 минутран ытлашши кĕттермеççĕ вĕсем черетре. Çавна май кирлĕ документсене кĕске вăхăтра кĕтсе илесси пысăк шанчăкра.

Тĕл пулу хыççăн Леонард Васильевичпа Алевтина Николаевна уйрăм граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code