Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Мария Муратова — Мускаври форумра

Мария Муратова — Мускаври форумра

Çĕршывăн тĕп хулинче иртнĕ ачасен культура форумне Чăваш Енрен 12 вĕренекен хутшăннă. Вĕсем пурте — халăхсем хушшинчи, пĕтĕм Раççейри, республикăри конкурсен лауреачĕсемпе çĕнтерỹçисем.

Пултаруллă ачасен делегацийĕн йышĕнче Елчĕкри искусство шкулĕнче ỹнер ăсталăхне ỹстерекен Мария Муратова та пулнă. Виççĕмĕш çул йĕркеленĕ 3 кунлăх форумра ачасене тĕрлĕ мероприятисене — музыкăпа, хореографипе, кинематографипе тата продюсер ĕçĕпе çыхăннă лекцисене, ăсталăх класĕсене, арт-шкулсене, викторинăсене явăçтарнă. Мускаври В.И.Суриков ячĕллĕ ỹнер искусствин патшалăх академийĕн преподавателĕсем ертсе пынипе тĕлĕнмелле «Культура азбуки» арт-объект йĕркеленĕ. Урамри художниксен вырăнĕнче пулнă май, çамрăк ăстаçăсем вырăс алфавитĕнчи сас паллисене евĕрлесе çырнă.

Халăхсем хушшинчи форум унта хутшăннисене концерт программипе те илĕртнĕ. В.С.Локтев ячĕллĕ юрăпа ташă ансамблĕн концертне, С.Скрипка ертсе пынă Раççей патшалăх симфони оркестрĕн киноконцертне, Егор Дружинин командин пултарулăхне тата хăçан курăн-ха?

— Пысăк шайри тĕл пулăва хутшăнма пултарнăшăн эпĕ питĕ хĕпĕртерĕм, — хăйĕн шухăшне пĕлтерет Мария. — Третьяков галерейĕнче педагогсем вĕрентни те паха пĕлỹсем илме май пачĕ. Пысăк тав йĕркелỹçĕсене, çавăн пекех хамăн вĕрентекенĕме — Римма Витальевна Парферьевăна. Вăл пулăшнипе пысăк çитĕнỹсемпе палăрма пултартăм.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code