Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Урамсене йĕркене кĕртеççĕ

Урамсене йĕркене кĕртеççĕ

Кăçал Республика кунĕ Шупашкар хулипе Улатăр районĕнче иртмелле.

Асăннă района конкурспа суйласа илнĕ. Çĕнтерÿçĕне вырăнти общество инфратытăмне аталантарма укçа-тенкĕ те уйăрма палăртнă.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе уявра Акатуй, Сабантуй тата ытти культурăпа массăллă, спорт мероприятийĕсем иртмелле. Улатăр тăрăхĕнче паллă уява хатĕрленме тытăннă ĕнтĕ: çул-йĕре, урамсене йĕркене кĕртеççĕ тата ытти те. Уявăн тĕп вырăнĕ – Кивĕ Эйпеç ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code