Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Тĕнче шайĕнче те…

Çурла уйăхĕн 22-25-мĕшĕсенче Кăркăсстанри Чолпан-Ата хулинче кире пуканĕ йăтакансен тĕнче чемпионачĕ иртнĕ.

Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче унта Тăрăм каччи Александр Константинов спорт мастерĕ те хутшăннă. 95 килограмран йывăртарах виçере тупăшнăскер, вăл вăрăм циклта 2 пăтлă икĕ пукана 59 хутчен тĕртсе кĕмĕл призер пулса тăнă.

Аса илтеретпĕр: Сашăн «тимĕр вăййипе» кăсăкланасси унпа пĕр хушаматлă Курнавăшри вăтам шкулти Анатолий Константинов физкультура учителĕнчен пуçланнă. Малалла Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулне Олег Федоров тренер-преподаватель патне çỹренĕ. Чăваш патшалăх аграри университечĕн студенчĕн хальхи наставникĕ — РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин.

…Чутайра та 2-мĕш

Хĕрлĕ Чутайра С.В.Селиверстов полковника асăнса мини-футбол вăййин турнирне ирттернĕ.

Йăлана кĕнĕ ăмăртуран «Лаш Таяпа» футбол клубĕ те пушă алăпа килмен. Ушкăнра мала тухса çурма финалта вăл Етĕрнесене парăнтарнă. Тĕп вăйăра вырăнти футболистсене выляса ярса 2-мĕш вырăн йышăннă.

Вырăнти турнирта

Лаш Таяпасем вырăнта та сахал мар спорт мероприятийĕ йĕркелеççĕ. Хальхинче мини-футбол турнирне Паттăрлăх орденĕн кавалерне Николай Волкова (Яманчỹрел) халалланă.

Пуçаруçи тата йĕркелỹçи — паттăрăн мăшăрĕ — Екатерина Волкова. Ăмăртăва ялти икĕ командăсăр пуçне кỹршĕллĕ Тутарстанри Рункă тата Мăкăр ялĕсенчи çамрăксем хутшăннă. Тĕп кубока вара «Лаш Таяпа-1» ушкăн çĕнсе илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code