Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Премие тивĕçнĕ

Премие тивĕçнĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн вĕренỹ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемшĕн республикăри 30 педагога 50 пиншер тенкĕ преми пама йышăннă.

Май-июль уйăхĕсенче иртнĕ конкурсра экспертсем 86 заявкăран чи лайăх вĕрентỹ ĕçченĕсене суйласа илнĕ. Çапла майпа хавхаланăва тивĕçлисен йышне пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенчен 14 педагога, çавăн чухлех шкулчченхи учрежденисенчи воспитательсене, хушма пĕлỹ паракан тата профессиллĕ вĕренỹ организацийĕсенчен пĕрер çын кĕртнĕ.

Хĕпĕртеме пирĕн те сăлтав пур: çĕнĕлĕхе мала хуракан новаторсен хушшинче Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулти физикăпа информатика учителĕн Николай Черновăн ятне те куратпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code